Илья Мешаков ячӗпе

Категория: Общество Опубликовано: 10.04.2026, 10:47 Просмотров: 539

Ярапайкасси шкулӗнче Совет Союзӗн Геройне И.Г. Мешакова асӑнса йӑлана кӗнӗ спорт турнирӗ иртрӗ. Ку ӑмӑртусене 40 ҫул ытла йӗркелеҫҫӗ ӗнтӗ.

Мероприятие уҫнӑ май Муркаш округ депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ, округӑн волейбол федерацийӗн председателӗ, «Единая Россия» парти членӗ Александр Давыдов «Раҫҫей спорчӗ» патшалӑх программипе тата «Сывӑ пуласлӑхшӑн» парти проектне пурнӑҫа кӗртнӗ май турнир уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ:

«Пирӗн парти проекчӗ хӳттинче иртекен ҫакӑн пек спорт уявӗсем – ӑмӑртусем кӑна мар, ҫитӗнекен ӑрӑвӑн сывӑ пурнӑҫ йӗркине тата ҫирӗп хавала йӗркелес ӗҫе чӑн-чӑн тӳпе хывни. Эпир Совет Союзӗн Геройӗ И.Г. Мешаков ҫамрӑксен ӗҫӗсенче, вӗсем ҫӗнтерӳсем патне ӑнтӑлнинче, тӳрӗ кӗрешӳре тата пирӗн ҫӗршыв историне хисепленинче пурӑннипе мухтанатпӑр».

Турнира 5 команда хутшӑннӑ, вӗсем спортӑн пилӗк тӗсӗнче тупӑшнӑ: волейбол, шахмат, сӗтел ҫи теннисӗ, дартс тата кире пуканӗ ывӑтасси. Хутшӑнакансене Ярапайкасси территори пайӗн пуҫлӑхӗ Олимпиада Веселова тата Ярапайкасси шкул директорӗ Александра Скворцова салам сӑмахӗсем каларӗҫ. Хӑйӗн аслашшӗне асра тытнӑшӑн паттӑр мӑнукӗ Татьяна Лукина уйрӑмах тав турӗ. Ял ҫыннисем унӑн паттӑрлӑхне хисепленине, ҫак асаилӗве ӑруран ӑрӑва панине палӑртрӗ вӑл. Шӑпа янӑ хыҫҫӑн чуна тыткӑнлакан ӑмӑртусем пуҫланчӗҫ, вӗсем тӳрӗ те хӗрӳ кӗрешӳ атмосферинче иртрӗҫ.

Турнир пӗтӗмлетӗвӗсем ҫапла:

- 1-мӗш вырӑнта – «G-Energy- Оринино» команда (сӑн ӳкерчӗкре);

- 2-мӗш вырӑнта – «МетПласт» команда;

- 3-мӗш вырӑнта – Ярапайкасси территори пайӗн команди.

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене кубоксемпе, дипломсемпе тата медальсемпе чысланӑ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6