Хĕвел – çÿлерех, çур аки – çывăхрах

Категория: Общество Опубликовано: 10.04.2026, 10:39 Просмотров: 514

Хресчен, çĕршыв юртан тасалнă май, çурхи ака-сухана çанă тавăрсах хатĕрленме пуçларĕ. Паян хире тухмалли ял хуçалăх техникине тĕрĕслеве тăратмалли тапхăр пырать. Çавна май çывăх кунсенче ака-суха ĕçĕсем куç умĕнчех пур енлĕн вăй илĕç. Çанталăк условийĕсене юртан тасалса пыракан çĕр хресчене технологие пăхăнса ĕçлеме ыйтать. Ăна çĕр ĕçченĕн кĕске вăхăтра шуратса хăварма тăрăшмалла. Ку вăл – хуçалăх экономикин никĕсĕ. Çур акине паян вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттерессинче ял хуçалăх техникин пĕлтерĕшĕ паян пысăк.

Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн тирпейлĕх хуçаланакан машинăпа трактор паркĕ. Механизаторсемпе юсавçăсем, специалистсем çур акине хатĕрленсе уяр кунăн кашни минучĕпе туллин усă курса ĕçлеме тăрăшни куç умĕнче. Çакна пирĕнпе ирттернĕ калаçура хуçалăх ертÿçи Алексей Воробьев та туллин çирĕплетрĕ:

– Çур акине пахалăхлă хатĕрленни çеç хуçалăх аталанăвне малалла уттарма пысăк никĕс хывса хăварма май парать: мĕн акатăн – çавă шăтать, мĕнле акатăн – çапла тухăç илетĕн. Çакна ăнланса тата уй-хир ĕçĕсен планĕпе паллашса механизаторсемпе юсавçăсем инженери служби пулăшнипе кунсерен техника юсарĕç. Çапла вара пирĕн техника паян, пĕтĕмĕшле илсен, çурхи ака-сухана тухма хатĕр, – терĕ хамăрпа тĕл пулсан, парка пухăннă механизаторсемпе канашласа тата шÿтлесе илме ĕлкĕрсе Алексей Валентинович.

Кунта вăл мана, сăмах май, умри ĕçсен калăпăшĕпе те паллаштарчĕ. Кооперативăн кăçал кĕрхи культурăсене 1000 гектара яхăн лаптăк çинче апатлантарса хăвармалла, çуртрисене пĕтĕмпе икĕ хута яхăн ытларах акмалла, нумай çул ÿсекен курăксем йышăнакан 275 гектар çинче вăхăтра нÿрĕк тытса хăвармалла. Çурхи культурăсене паянхи куна пĕтĕмпех ака кондицине хатĕрлесе çитертĕмĕр. Çурхи ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама кооператив кăçал тĕплĕ хатĕрленнĕ: хире тухмалли техникăна пĕтĕмпех юсавлисен ретне лартнă, ака кондицине тивĕçтерекен вăрлăх çителĕклĕ янтăланă, минераллă удобрени тата сĕрмелли-çунтармалли материал пур, ĕç планĕ хатĕррине кура механизаторсен вăйĕпе усă курассипе те пысăк ыйтусем пулмалла мар. Ку лару-тăрупа пире хуçалăхăн тĕп инженерĕ Иван Васильев паллаштарчĕ. Кăçалхи çур акине хуçалăхĕпе тракторсемпе прицепсем, хăй тĕллĕн çÿрекен агрегатсем 30 единица тухмалла. Вĕсене паянхи куна пурне те юсавлисен ретне лартнă. Кăкарса ĕçлемелли агрегатсем хăйсен вырăнĕнче хире тухма вăхăт кĕтсе лараççĕ. Саппасри ака агрегачĕсем те ĕç хăвăртлăхне тата унăн пахалăхне çÿллĕ шайра пурнăçлама шантараççĕ. Ака техники пирки калас пулсан, кооперативра паян тырă акмалли 2 комплекс, кукуруза акмалли тепĕр комплекс, ултă КШУ культиватор, хăмăл çийĕн ĕçлемелли 4 культиватор, 5 дискатор, 12 метр сарлакăш сÿре агрегачĕ иккĕ, çĕре кăпкалатмалли ротациллĕ 9 метр сарлакăш виçĕ сÿре ĕç кĕтсе лараççĕ.

– Хĕрÿ ĕç çире техника ванмасăр пулмасть. Çавна шута илсе кăкарса ĕçлемелли техника валли саппас пайсем те çителĕклĕ туянса хутăмăр. Кашни техника единицинех уйрăм механизатора çирĕплетсе патăмăр. Пур механизаторăн ĕçлеслĕхĕ те çÿллĕ шайра пулнăран çур акире техника ваннипе вăхăт нумай çухатмалла пулмĕ тесе шутлатăп, – кăмăллăн калаçать Иван Вадимович инженер. Инженер сăмахĕсем чăнлăхпа çывăх тăнипе техосмотр ирттернĕ çĕре хутшăнакан механизаторсем те килĕшрĕç. Вăхăт çитрĕ. Тĕрĕслев пуçланчĕ. Пĕр трактор хыççăн тепри сас парса, механизаторсем ыйтнине пурнăçласа, хăйсем ĕçе хатĕррине çирĕплетрĕ. Трактор çумĕнчи кашни агрегат тĕлĕшпе те пысăк тимлĕх пулчĕ. Экзаменсене тивĕçлĕ тытса йышлă техника пĕрин хыççăн тепри хире тухма ирĕк илчĕ. Палăртса хăвармалла. Хуçалăхра чылай механизатор çур акине икшер тракторпа хутшăнать. Ăна пăхмасăрах анаткассисем çур акине хутшăнассипе ал усман. Апла пулсан çывăх вăхăтра вĕсем çичĕ хут тар юхтарса ĕçлесси те иккĕлентермест. Çур акине хатĕрленсе камăн мĕн тумаллине хуçалăхра тишкерсех тăраççĕ. Умри тĕллевсем паллă. Вĕсене механизаторсем ăнланаççĕ. Пурте пĕр тĕллевлĕ пулнипе умри йывăрлăхсем парăнасси пирки те хуçалăхра иккĕленÿ çуккине палăртрĕ патшалăх техника надзорĕн округри тĕп инспекторĕ Сергей Николаев.

– Çур акине хатĕрленессипе пĕрле ĕçленине кура паян пирĕн пит хĕрелмест. Хамăр мĕн ĕçлемеллине пурсăмăр та лайăх пĕлетпĕр. Çавăнпа та кĕрхи культурăсене апатлантарассине те, çуртрисене вăхăтра та çителĕклĕ акассине те вăраха ямăпăр. Çакна валли вăрлăхĕ те, минераллă удобренийĕ те çителĕклĕ, – терĕç пĕр çын пек пулса техника тĕрĕслевĕн экзаменне тытнă механизаторсем. Çурхи уй-хир ĕçĕсен пуçламăш утăмĕ куç умĕнчех.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6