Ăшă кунсенчи садри ĕçсем пирки

Категория: Общество Опубликовано: 10.04.2026, 10:33 Просмотров: 544

Иртнĕ хĕл кунĕсенче юр çителĕклĕ пулни паян кашни сад-пахчарах куç умĕнче. Кăçал вăл уйрăмах хÿтĕ вырăнсене, улма-çырла сачĕсене чылай тултарчĕ. Анчах вăхăт хăйĕн уттипех пырать: ăшă кунсем килсе çитнипе юр хăвăрт ирĕлме пуçларĕ. Çавна май сад ăстишĕн ума хĕрÿ ĕç вăхăчĕ тухать. Ĕçĕсем вара сахал мар, кашнийĕн хăйĕн мелĕ тата пĕлтерĕшĕ.

Хĕлле çамрăк улмуççисене нумай чухне шăшисем кăшласа сиенлетеççĕ. Çуркунне вĕсен вуллисемпе тураттисене сад сăмалипе е ĕне тислĕкне тăмпа (1:1 хутăштарса) тунă чустапа сĕрсе пир-авăр татăкĕпе Чĕркемелле те çиелтен полиэтилен пленкăпа çыхмалла. Ăна вара çитес кĕркуннечченех илес çук. Çак тапхăрта суранланнă вырăн чиперех юсанса илме кирлĕ. Ака уйăхĕнче улма-çырла йывăççисем епле хĕл каçнине тĕрĕслемелле. Ку ĕçе темиçе çул маларах лартнă йывăçсенчен пуçăнмалла. Тĕплĕ тишкернĕ хыççăн сивĕ тивнĕ вырăнсем палăрсан, вĕсене чĕрĕ сийĕсем таран тасатмалла. Унтан сурансене ешĕл сенкер (медный купорос) шĕвекĕпе çумалла (1 литр çине 30– 50 грамм). Кайран сад сăмалипе сĕрмелле, çиелтен çемçе татăкпа чĕркесе çыхмалла. Унта-кунта тухса çÿренĕ май эпĕ хăшĕсем хăйсен пахчи çимĕçпе пуян пулнишĕн савăннине, теприсем вара çав вăхăтрах пан улми кукша чирĕпе (çимĕç шатри) сиенленнишĕн пăшăрханнине асăрхатăп. Çимĕç сывă та таса пултăр тесен кун пек чух мĕн тумалла-ха? Çак ыйту канăç памасть нумайăшне. Пан улмине çĕртсе пахчаçăна пысăк сăтăр тăвакан кукша чирне саракан бактерисемпе çак чире пуçаракан кăмпасем кĕркунне тăкăннă çулçăсемпе юр айне юлнă çимĕçсем çинче хĕл каçаççĕ. Асăннă чирсенчен сыхланас, унпа кĕрешес ĕçе çуркунне пуçăнмалла. Улмуççи турачĕсем хупласа тăракан çĕр лаптăкне 7 процентлă мочевинăна 10 литр шывра ирĕлтерсе шăвармалла. Улмуççи тураттисем çинче сиенлĕ хурт-кăпшанкă çăмартисене йышлă асăрхарăр пулсан, вĕсене кая юлмасăр сиенсĕрлетессипе ĕçлеме ан манăр. Кун пек туратсен вĕçĕсене касса илсе сад тулашĕнче çунтарса ямалла. Сад ĕрчетекен асăрханă ĕнтĕ, вăхăт иртнĕ май ватăрах улмуççисен вуллисем çуркаланаççĕ. Сиенлĕ хурт-кăпшанкăсемпе вĕсен çăмартисемшĕн шанчăклă хÿтĕре хĕл каçма çакăнтан меллĕрех вырăн çук та. Кунашкал вулăсене нÿрĕ çанталăкра (çумăр хыççăн) хырса тасатмалла та пухăннă çÿп-çапа çийĕнчех пахча тулашĕнче çунтарса ямалла. Тасатнă вырăнсене 10 литр шывра 300 грамм тимĕр купоросĕ ирĕлтернĕ шĕвекпе сирпĕтмелле.

Иртнĕ çул çимĕç панă йывăçсемпе туратсем хăрнă, хуçăлнă пулсан, вĕсене сĕткен куçма пуçличчен касса илмелле. Çуркунне вăй илнĕ май пахчаçăн хăйĕн садĕнчи улмуççи вуллисене шуратасси пирки те манмалли çук. Çак ĕçе известь ирĕлчĕкĕпе е пурă шывĕпе пурнăçламалла. Сад-пахчара юр шывне ытларах упраса хăварма йывăçсем таврашĕнчи юра тислĕкĕн çÿхе сийĕпе витсе хуни пулăшать. Уйăх вĕçнелле пахчара тăпра типсе илнĕ май улмуççисемпе ытти йывăç-тĕм таврашĕнчи çĕре кăпкалатасси, органикăллă тата минераллă удобренисем хывасси пирки те манмалла мар. Хурлăхан турачĕсене папаксем кÿпчесе çулçăсем сариччен бордос шĕвекĕпе пĕрĕхни вырăнлă. Вăл çырласене çĕртекен чиртен хÿтĕлеме май парать. Бордос шĕвекне епле хатĕрлемелле-ха? Ку тĕлĕшпе 10 литр шыв çине 100 грамм ешĕл сенкер тата 100 грамм сÿнтермен известь хушмалла. Вĕсене малтан кашнине уйрăм савăтра ирĕлтермелле. Ешĕл сенкере ирĕлтерме вĕри шывпа усă курмалла. Кайран ăна асăрханса известь ирĕлчĕкĕ çине ямалла. 10 литра çитерме шыв хушмалла та лайăх пăтратмалла. Хатĕр шĕвекпе çийĕнчех йывăçсене пĕрĕхмелле. Шĕвеке тепĕр куна хăварма юрамасть. Улмуççисене çуркунне тата çулла тĕрлĕрен хурт-кăпшанкă пысăк сиен кÿрет. Вĕсенчен хÿтĕленме папаксем çурăличчен улмуççисене инсектицидсемпе (фастак, актара, децис т. ыт. те) пĕрĕхме юрать. Çуркунне тулли праваллă хуçаланма пуçланине систерсе кăнтăртан çут çанталăк тусĕсем – вĕçен кайăксем – ушкăнăн-ушкăнăн вĕçсе килеççĕ. Улма-çырла сачĕсене сиенлĕ хурт-кăпшанкăран хÿтĕлессипе уйрăмах шăнкăрчсем пысăк пулăшу параççĕ. Çавăнпа та садсен илемлĕхĕпе тухăçлăхне упрас тесен, çунатлă туссем валли вĕллесем тăвассипе те паян ытларах тăрăшасчĕ.

Александр МАСТЕРОВ, килти хушма хуçалăх тытакан.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6