Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Василий Петров Муркаш округӗнчи спорт пӗрлӗхӗпе тӗл пулчӗ.
Округ администрацийӗн ларусен залӗнче Муркаш округӗнче 2025 ҫулта физкультурӑпа спорта аталантарнин итогӗсем тӑрӑх канашлу иртрӗ, унта кӑҫалхи тӗллевсене те палӑртрӗҫ. Министрӑн ӗҫлӗ ҫулҫӳревӗ Муркаш округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Александр Ивановпа тӗл пулнинчен пуҫланчӗ. Унта Муркаш округӗнче физкультурӑпа спорта аталантармалли плансемпе тӗллевсене сӳтсе яврӗҫ. Министр республикӑри 399 спортсмен спортӑн 34 тӗсӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнине палӑртрӗ. Ҫулталӑк хушшинче Чӑваш Ен представителӗсем тӗрлӗ шайра 2338 медаль ҫӗнсе илнӗ, вӗсенчен ҫурри тенӗ пекех – ылтӑн. Физкультурӑпа спорта аталантарас ӗҫре, паллах, муркашсен тӳпи те пур. Округ пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Александр Иванов тренерсемпе физкультура учителӗсене ҫитӗнӳсем тунӑшӑн тав турӗ, округри спорт пӗрлӗхне кӑҫал та ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунчӗ. Округ администрацийӗн физкультурӑпа спорт секторӗн заведующийӗ Владимир Петров хӑйӗн сӑмахӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, «Раҫҫей спорчӗ» патшалӑх программи тата «Ача-пӑча спорчӗ» парти проекчӗн шайӗнче округри вӗренӳ организацийӗсенче спортпа сывлӑха ҫирӗплетмелли 30 мероприяти ирттернӗ, унта 2150 ача хутшӑннӑ. 9 муниципаллӑ фестиваль ирттернӗ. Округ масштабӗллӗ 80 ытла спорт мероприятийӗ иртнӗ. Округ спортсменӗсем республика шайӗнчи кӑна мар, Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусенче те призлӑ вырӑнсем йышӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та тав сӑмахӗсем 15 тренер-преподаватель тата 25 физкультура учителӗ ячӗпе янӑрарӗҫ. Владимир Петров ГТО нормативӗсене пурнӑҫлас енӗпе патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче регистрацилес ӗҫе вӑйлатмаллине те палӑртрӗ. Мӑн Сӗнтӗр шкулӗн физкультура вӗрентекенӗ Эдуард Савельев «Шкулти футбол» проекта е кӗртес енӗпе ӗҫленӗ опытпа паллаштарчӗ. Проекта пурнӑҫа кӗртме пуҫласан, 2023-2024 вӗренӳ ҫулӗнче, футболла 40 шкул ачи вылянине, халӗ вӗсен шучӗ 148 таран ӳснине палӑртрӗ. Мӑнсӗнтӗрсем хӑйсен шкулӗнче иртнӗ республикӑри семинарсенче хӑйсен опычӗпе пӗрре мар паллаштарнӑ. Ачасен вара тӗслӗх илмелли пур. Округра аслӑ ӑру представителӗсем те спортра хастар ӗҫлеҫҫӗ. Кун пирки «Пенсионерсен союзӗн» муниципалитет уйрӑмӗн ертӳҫи Петр Скворцов тӗплӗн каласа пачӗ. Спортӑн 7 тӗсӗпе спартакиада ирттереҫҫӗ. Шывра ишес, шашка, шахмат, пӑшалтан тӗл перес, дартс, волейбол енӗпе округра мала тухассишӗн ӑмӑртаҫҫӗ. Сӗтел ҫи теннисӗпе уҫӑ ӑмӑрту, культурӑпа спортӑн уҫӑ фестивалӗ йӑлана кӗнӗ. Округ ветеранӗсем республика ӑмӑртӑвӗсенче те призлӑ вырӑнсем йышӑнаҫҫӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Ача-пӑча спорчӗ» парти проекчӗн Общество канашӗн председателӗ Андрей Карпунин «Шкула – самбо» проект ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. Ку проект Раҫҫейри чи пысӑккисенчен пӗри пулнине, пирӗн республика кунта лидерсен йышӗнче пулнине палӑртрӗ. Проекта Чӑваш Енри 25 шкул хутшӑннӑ ӗнтӗ. 2 ҫул хушшинче самбо секцисене 2000 ҫӗнӗ ҫын хушӑннӑ, республикӑра самбист спортсменсен пӗтӗмӗшле шучӗ 5000 ҫынран иртнӗ. Министр Муркаш округӗнче самбона аталантарма сӗнчӗ, ҫакна округри спорт пӗрлӗхӗ ырласа йышӑнчӗ. «СШОР №8 им. Е. Николаевой» учреждени директорӗ, Муркаш округӗпе спорта аталантарас енӗпе ӗҫлекен кураторӗ Алина Иванова Муркаш ҫӗрӗ паллӑ спортсменсене, ҫав шутра Олимп чемпионкине Валентина Егоровӑна, ӳстернине палӑртрӗ. Вӑл ҫитӗнекен ӑрăва ҫак тӗслӗхсемпе воспитани парасси пӗлтерӗшлӗ пулнине каларӗ. Чӑваш Ен Спорт министерстви ҫумӗнчи Общество канашӗн членӗ, «Чӑваш Республикин ташӑ спорчӗн федерацийӗ» ОО президенчӗ Сергей Фомин республикӑн аван кӑтартӑвӗсем муниципалитет округӗсен ҫирӗп никӗсӗ ҫинче тытӑнса тӑнине палӑртрӗ. Тӗл пулӑва пӗтӗмлетнӗ май профильлӗ министр Василий Петров Муркаш округӗнче Физкультурӑпа спорта аталантармалли стратеги йышӑнни пӗлтерӗшлӗ пулнине каларӗ. Муркаш округӗ спорт енӗпе лартнӑ пур тӗллеве те пурнӑҫласса, «спорт, чӑнах та, Муркаш округӗнче пурӑнакансемшӗн пурнӑҫ норми пулса тӑрасса» шаннине пӗлтерчӗ.
Август 2026 |
