Ҫамрӑксен пуласлӑхне нимӗн те ан тӗксӗмлеттӗр

Категория: Общество Опубликовано: 10.04.2026, 09:42 Просмотров: 496

Муркаш муниципалитет округӗнче Наркотикпа кӗрешекен комисси ларӑвӗ иртнӗ. Наркотик сарӑлассине хирӗҫ тӑрас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Ӑна округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ – вӗренӳ, ҫамрӑксен политики тата физкультурӑпа спорт пайӗн пуҫлӑхӗ Зоя Дипломатова ирттернӗ.

«Чӑваш Республикинче 2025 ҫулта наркотик серепине лекнӗ 32 ҫамрӑка пӗрремӗш хут тупса палӑртнӑ. Наркотиклӑ хатӗрсемпе, психотроплӑ япаласемпе тухтӑр хушмасӑр усӑ куракан ҫул ҫитменнисем ҫинчен комисси адресӗпе информаци килмен. Наркоманипе чирлисене ҫул ҫитменнисем хушшинче регистрацилемен. Ҫакӑ профилактика субъекчӗсем пӗрле тухӑҫлӑ ӗҫленин палли пулса тӑрать», – палӑртрӗ Зоя Юрьевна. Вӑл вӗренӳ организацийӗсенче вӗренекенсем наркотиклӑ хатӗрсемпе тата психотроплӑ япаласемпе усӑ курнине иртерех тупса палӑртас тӗллевпе ирттернӗ тӗрӗслевӗн кӑтартӑвӗсене пӗлтерчӗ. Тӗрӗсленӗ 985 ҫынран хӑрушлӑх шайӗ пысӑк 18, чи пысӑк хӑрушлӑх шайӗпе 3 ҫынна тупса палӑртнӑ. Хӑрушлӑх пур вӗренекенсене тупса палӑртнӑ шкулсенче профилактика ӗҫӗсен планӗсене тата уйрӑммӑн ӗҫлемелли программӑсене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. РФ Шалти ӗҫсен министерствин «Моргаушский» пай пуҫлӑхӗ Михаил Мясников каланӑ тӑрӑх, пӗлтӗр наркотиксен саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗн сферинче 3 преступлени регистрациленӗ. Ку енӗпе 12 ҫын учетра тӑрать. Пурӗ 43,8 г кантӑр туртса илнӗ. Муркаш полицейскийӗсем наркотиксен пысӑк партийӗпе транзит автобусне те тытса чарнӑ. 2025 ҫулта 1 ҫын наркотикпа ҫыхӑннинчен, 24 ҫын эрех-сӑрана пӑхӑннинчен сипленнине те палӑртнӑ. Ҫамрӑксем наркотик хатӗрӗсемпе тата психотроплӑ япаласемпе усӑ курассине асӑрхаттарас тата ҫул ҫитменнисене наркотиксемпе усӑ курассине тата пирус туртассине явӑҫтарас мар тесе малалла ӗҫленӗ. Пур шкулта та полицейскисем тӗл пулусем ирттернӗ.

Хамӑр инф.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6