«Ҫемье вӑл – ҫичӗ «эпӗ». Сирӗн ҫемьесенче, чӑнах та, ҫичӗ «эпӗ». Паян сирӗн ӗмӗт пурнӑҫланнӑшӑн эпӗ питӗ савӑнатӑп. Сирӗн ҫӗнӗ ҫурт е хваттер ачасен телейлӗ сассисемпе тултӑр», – терӗ Муркаш округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан, «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ Александр Иванов. Вӑл нумай ачаллӑ ҫемьесене хӑйсен пурнӑҫӗнчи манӑҫми пулӑмпа саламларӗ, ҫемьесене хӑйсен ҫӗнӗ ҫуртне телейпе, савӑнӑҫпа тултарма сунчӗ. Ку вӑл «Ҫемье» наци проекчӗн тата «Ҫирӗп ҫемье» парти проекчӗн пӗлтерӗшлӗ енӗ пулса тӑрать.
Муркаш округӗнче ҫулсерен вун-вун ҫемье пурӑнмалли условисене лайӑхлатма патшалӑх пулӑшӑвӗ илет. Кӑҫал та уйрӑмлӑх пулмӗ. Кӑҫал 5 е ытларах ачаллӑ 3 ҫемье ҫак тӗллевпе пӗтӗмӗшле 19 млн тенке яхӑн патшалӑх пулӑшӑвӗ илӗ. Хальхинче Александр Иванов вӗсенчен икӗ ҫемьене пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма е уйрӑм пурӑнмалли ҫурт тума социаллӑ тӳлев илме ирӗк пурри ҫинчен свидетельство пачӗ. Свидетельствӑна Мӑн Сӗнтӗр территори пайӗнчи Сидиковсен ҫемйи илчӗ. Вӗсен пилӗк ача. «Хальлӗхе анчах», – йӑл кулать ҫемье пуҫӗ. Асли – 15 ҫулта, кӗҫӗнни – 1 ҫулта. Ҫемье пуҫӗ калашле, тӗллев – ачасене хӑйсен ҫӗршывӗн чӑн-чӑн гражданӗсем туса ӳстересси. Содикжон хӑй – СВО участникӗ. Контрактпа 2024 ҫулта СВО-на кайнӑ. Аманнӑ хыҫҫӑн мирлӗ пурнӑҫа таврӑнчӗ. Вӑл нумай ачаллӑ ҫемьесене хӑйсене хӳтлӗхре туйтаракан, малашлӑха шанма май паракан пулӑшушӑн округ, республика тата ҫӗршыв ертӳлӗхне тав турӗ. Ярапайкасси территори пайӗнчи Терехинсен ҫемйишӗн те патшалӑх пулӑшни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Вӗсен те пилӗк ача. Кӗҫӗнни – 6 ҫулта, асли – 20 ҫулта. Вӗсем ҫак пулӑшӑва виҫӗ ҫул кӗтнине палӑртрӗҫ. Хӑйсен пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатма тӑрӑшакан ҫемьесемшӗн ҫакнашкал программӑсем пӗлтерӗшлӗ пулнине каларӗҫ. Амӑшӗ Перинаталь центрӗнче кӗҫӗн медработникра вӑй хурать, мӑшӑрӗ Петр Терехин – хӑй тӗллӗн ӗҫлекен. «Ҫирӗп ҫемье» парти проекчӗн кураторӗ Ольга Иванова нумай ачаллӑ ҫемьесенчи тата СВО участникӗсен ҫемйисенчи ачасене хула тулашӗнчи лагерьсене путевкӑсем панӑ чухне ҫӑмӑллӑхсем пурри пирки каласа кӑтартрӗ.
Август 2026 |
