Апрель уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен Чӑваш Енре пушара хирӗҫле ятарлӑ режим хута кайрӗ. Тивӗҫлӗ постановление республика правительстви ҫирӗплетрӗ.
Документпа граждансемпе организацисем пушар хӑрушсӑрлӑхӗн мерисене пӑхӑнмалли хушма требованисем палӑртаҫҫӗ. Вӑл ӗҫленӗ тапхӑрта граждансене ҫанталӑк условийӗсене кура вӑрмансене ҫӳреме чараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӑрман фончӗн ҫӗрӗсемпе вӗсен ҫывӑхӗнчи территорисенче кӑвайт чӗртме, кӑмрӑк ҫинче апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме, коммуналлӑ хытӑ каяша, ҫӳп-ҫапа, типӗ курӑка ҫунтарма тата пушар тухас хӑрушлӑх пур ытти ӗҫе тума юрамасть. Аса илтеретпӗр, пушара хирӗҫле ятарлӑ режим условийӗсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑсакансене административлӑ штраф тӳлеттереҫҫӗ.
Август 2026 |
