«Ударник» хуçалăхра çулленех çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçлесен ял çыннисем Йÿçкасси пуххине пуçтарăннă. Ăна яланах Христос Турă çÿле çĕкленнĕ кун уявланă.
Савăнма сăлтавĕ те пулнă. Çурхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ. «Ударник» хуçалăхра унăн калăпăшĕ яланах пысăк пулнă. Хуçалăх ертÿçи Платон Павлович Давыдов уявра çапла калани аса килет:
- Ака-суха ĕçĕсене лайăх пахалăхпа туса ирттертĕмĕр. Ыран е тепĕр кун утă çине тухатпăр. Паян вара ĕçре маттуррисене чыслатпăр, - тетчĕ Платон Павлович. Лайăх ĕçленĕ кашни çынна уяв сцени çине кăларатчĕç. Ăна хаклă парнепе Хисеп хучĕ тата тав сăмахĕ кĕтетчĕ. Уявра юрă-кĕвĕ янăратчĕ, хастаррисем хăйсене спорт вăййисенче кăтартатчĕç. Какай шÿрпине те, кăпăклă сăрине те астивнĕ. Самани улшăнчĕ. Йÿçкасси пуххи çухалчĕ. Иртнĕ çул Йÿçкасси пуххи таврăнчĕ. Пĕлтĕр Хуртан варĕнче «Сурăм çăлтăрĕсем» ятпа халăх пултарулăхĕн пĕрремĕш фестивалĕ иртрĕ. Уява çĕнетессипе Платон Павлович ывăлĕ Александр Платонович нумай ĕçлерĕ. Малтан уçланкине тирпейлесе уяв сăнĕ кĕртрĕç. Тăван тăрăх, унăн паллă çыннисем çинчен материалсем пухса стендсем хатĕрлерĕç. Кайран хăнасене пуçтарчĕç, çывăхри ял çыннисене чĕнчĕç. Кĕрлерĕ вара уяв. Ял çыннисем çак уяв таврăннишĕн чăннипех савăннине каларĕç. Кăçал Хуртан варĕнче иккĕмĕш фестиваль иртрĕ. Ял çыннисем йышлăн пухăнчĕç. Уявра юрă-кĕвĕ янăрарĕ, ку тăрăхри маттур çынсене сцена çине кăларса тав турĕç. Çамрăксем хăйсене спорт вăййисенче тĕрĕслерĕç. Тăван-хурăнташпа, юлташсемпе тĕл пулни те теме тăрать. Йÿçкасси пуххипе «Сурăм çăлтăрĕсем» фестиваль пĕрлешсе илемлĕ çĕнĕ уяв пулса тăчĕ. Вăл унчченхи çулсенчи пекех Христос Турă çÿле çĕленнĕ кун иртрĕ. Сурăм тăрăхĕсем халăх йăли-йĕркине манмаççĕ. Вĕсене çĕнĕ саманара çĕнĕлле ирттереççĕ. Çакăншăн вĕсене Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов тав сăмахĕ каларĕ.
Август 2026 |
