Укçа-тенкĕ тытма çемьере вĕренетпĕр

Категория: Общество Опубликовано: 06.06.2025, 14:08 Просмотров: 84

Муркашра А.Г. Николаев космонавт ячĕпе хисепленекен ача-пăча библиотекинче Пĕтĕм Раççейри иккĕмĕш çемье фестивалĕн муниципалитет тапхăрĕ иртрĕ. Ăна укçа-тенкĕ перекетлĕ тытма тата инвестицисем хывма вĕренес ĕçе халалланă. Шăпах çемьерен пуçланмалла та укçа-тенкĕне хаклама хăнăхасси.

- Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ - çынсене ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕне пĕлсе перекетлĕ тытма вĕрентесси. Финанс пĕлĕвне ÿстерни укçа-тенкĕне упрама пулăшать, ултавçăсенчен хăтăлма май парать, - терĕ Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕн çумĕ Рената Ананьева фестивале уçса. Çавăн пекех «Россельхозбанк» АО Муркашри хушма офисĕн ертÿçи Ирина Павлова саламларĕ.

- Финанс пĕлĕвĕ паян уйрăмах кирлĕ. Шкул ачисемпе тĕл пулсан вĕсем çак темăпа кăсăкланни сисĕнет. Тепĕр чухне вĕсем ашшĕ-амăшĕнчен те ытларах пĕлеççĕ, - терĕ вăл.

Округ тапхăрĕнчи конкурса Любовь тата Олег Смирновсен, Анна тата Эдуард Спиридоновсен, Натали тата Алексей Петровсен, Ольга тата Валерий Димитриевсен çемйисем хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен пĕлĕвне, ултавçăсенчен хÿтĕленмелли мелсене кăтартрĕç.

- Вăйă питĕ интереслĕ иртрĕ. Çĕннине нумай пĕлтĕмĕр, - терĕ Эдуард Спиридонов. Конкурсра Спиридоновсен çемйи çĕнтерчĕ те. Вăл округ чысне июнĕн 21-мĕшĕнче Канашра иртекен регион тапхăрĕнче хÿтĕлет. Фестивале хутшăнакансем вара дипломсемпе сертификатсене, асăнмалăх призсемпе парнесене тивĕçрĕç.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6