Паян тĕрлĕ лару-тăрăва пула тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пулнă çынсене вăхăтра пулăшассине патшалăх шайĕнчен йĕркелесе пыраççĕ. Муниципалитет округĕпе вара ку енпе ĕçлекенсенчен пĕри – «Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Муркашри центр» бюджет учрежденийĕ. Çак центрта çынсене вăхăтра тĕрлĕ пулăшу парассипе тăватă уйрăм ĕçлет. Кашнийĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ. Вĕсем пирки каласа пама асăннă центр директорне Ольга ИВАНОВĂНА ыйтрăмăр. Ольга Васильевна пире çакăн пек хурав пачĕ:
– Çапла, пирĕн центрта 4 уйрăм ĕçлет. Вĕсем: васкавлă пулăшу паракан уйрăм, çемьесемпе ачасене пулăшакан уйрăм, социаллă пулăшупа çынсене килте тивĕçтерекен уйрăм тата ватă çынсемпе инвалидсене социаллă пулăшупа стационарта тивĕçтерекен Мăн Сĕнтĕрте вырнаçнă уйрăм. Малалла кашни уйрăм ĕçĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăрар.
1. Васкавлă пулăшу паракан уйрăм социаллă пулăшу питĕ кирлĕ тата кая хăвармасăр тата кая хăварма çук пулăшупа пĕр хутчен тивĕçтермелли граждансемпе ĕçлесе пырать. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. «Добро.ру» порталта «кĕмĕл» волонтерсене паянхи куна 160 çын регистрациленĕ. Ялта пурăнакан 65 çултан аслăрах çынсене медицина учрежденийĕсене социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсене палăртма, профилактика тĕрĕслевĕсем ирттерме «Çемье» федераци проектĕнчи «Аслă ăру» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн илсе пыраççĕ.
2. Çемьесемпе ачасене пулăшакан уйрăма пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесемпе ачасене хăйсен саккунлă прависемпе интересĕсене пурнăçа кĕртме пулăшма, вĕсен социаллă тата материаллă лару-тăрăвне лайăхлатма йĕркеленĕ. 2025 çулхи 5 уйăхра муниципалитет округĕнчи 424 çемье социаллă пулăшăва тивĕçнĕ.
3. Социаллă пулăшупа çынсене килте тивĕçтерекен уйрăм та – пирĕн центрăн пĕр пайĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – аслă ăру çыннисене, инвалидсене, психика тĕлĕшĕнчен йывăрлăх пур хăш-пĕр граждансене социаллă пулăшупа килте тивĕçтересси. Кунта чире, сурана, ÿсĕме пула хăйсем тĕллĕн çÿреме пултарайман 55 çултан иртнĕ хĕрарăмсем, 60 çултан иртнĕ арçынсем кĕреççĕ. Ку уйрăм социаллă услуга паракан 50 пулăшуçă тăрăшнипе аслă ÿсĕмри тата инвалидноç илнĕ 81 гражданина пăхса тăрать.
4. Ватă çынсемпе инвалидсене социаллă пулăшупа стационарта тивĕçтерекен Мăн Сĕнтĕрте вырнаçнă уйрăма аслă ÿсĕмри граждансене (55 çултан иртнĕ хĕрарăмсем, 60 çултан иртнĕ арçынсем) тата хăйсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме пултарайман пĕрремĕшпе иккĕмĕш ушкăн инваличĕсене хăйсем тĕллĕн пурнăçлайман пур услугăпа та тивĕçтерме йышăнаççĕ. Муркаш муниципалитет округĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакансем паян – уйрăм тимлĕхре. Специалистсем вĕсен çемйисене тăтăш тухса çÿреççĕ, çемьери кашни çынна мĕнле ыйтусем канăç паманнипе кăсăкланса тăраççĕ. Пирĕн специалистсем ятарлă çар операцине хутшăнакансен социаллă паспорчĕсене хатĕрлеççĕ. Вĕсене кура ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйине мĕнле пулăшу памалли тата пулăшма пултарни куç умне туллин тухать.
Анатолий БЕЛОВ калаçнă.
Август 2026 |
