«Асаттесен тата кукаçисен паттăрлăхне сÿнме памăпăр»

Категория: Общество Опубликовано: 06.06.2025, 13:47 Просмотров: 117

Раççей çынни тăшман умĕнче пуç усманнине историн кашни страницинчех куратпăр. Аслă ăрурисен паттăрлăхĕпе çамрăксене тивĕçлĕ воспитани парса, Тăван çĕршыва юратма вĕрентсе ÿстересси пирĕн пурнăçăн тĕп тивĕçĕ пулса тăрать. Çакна ăнланса çамрăксенче патриотизм туйăмне аталантарассипе паян пирĕн обществăра курăмлă ĕçсем чылай пулса иртеççĕ. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан арçынсем кунта питех те пĕлтерĕшлĕ вырăнта тăраççĕ тесе шутлатăп. Вилĕме çамрăклах куçран пăхма тивнĕрен вĕсем пурнăçа та çĕнĕлле хаклаççĕ, малашлăха та çирĕппĕн пăхаççĕ.

Çÿлерех каланине Çĕнтерÿ кунĕ умĕн ятарлă çар операцийĕнчен черетлĕ отпуска килнĕ салтакпа Дмитрий Ивановпа (сăн ÿкерчĕкре амăшĕпе Людмила Гавриловнăпа) тĕл пулса калаçсан, тепĕр хут хам витĕр кăлартăм. Çатракасси территори пайĕнчи Çĕньял Очăкассинче пурăнакан 48 çулхи çамрăк арçын 2024 çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче хăйĕн ирĕкĕпе Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеме ятарлă çар операцине каять. Кунта вăл хăйĕн шăллĕ те - Юрий - ятарлă çар операцийĕнче пулни пирки каларĕ. Çăмăллăх шыраман чăваш ачисем шăпа пÿрнипе паян иккĕшĕ те пĕр вырăнта служба тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ, çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеççĕ. Вĕсен командирĕ - хамăр ентеш тата Раççей Геройĕ Евгений Борисов. Асăннă подразделени паян хамăр салтаксене тăшманăн дронĕсенчен хÿтĕленме пулăшать. Техникăпа туслă арçынсем служба вырăнне çитсен çар техникине те хăвăрт алла илнĕ. Унпа мĕнле ĕçлесси пирки паян пирĕн салтаксен ыйту çук ĕнтĕ.

- Тăван çĕршыв умне лăпкă мар лару-тăру тухса тăрсан эпĕ урăхла пултараймарăм. 30 çул каялла çарта пулнă чух Тăван çĕршыв интересĕсене тата унăн ирĕкне алла автомат тытса хÿтĕлеме эпĕ присяга панă-çке. Çавăнпа та çак йывăр вăхăтра çĕршыва хÿтĕлессинчен пăрăнса юлас темерĕм. Шăллăм хыççăн эпĕ те ятарлă çар операцине çул тытрăм, - пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Дмитрий Геннадьевич. Кунта пирĕн сăмах юхăмĕ аслă ăрурисем çине те çитрĕ. Манăн пĕлĕшĕмĕн кукашшĕпе аслашшĕ те 1941 - 1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, паттăрлăх кăтартнă. Тренккă тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ кукашшĕ Гаврил Волков вăрçăран инвалид пулса таврăннă. Çавăнпа та вăл мирлĕ пурнăçа питĕ хаклани йăхри çамрăк ăру асĕнче паян та лайăх упранать. «Вăрçăран сыхланмалла, мирлĕ пурнăçпа пурăнма тăрăшмалла. Çынсем алла хĕç-пăшал тытсан юн, куççуль нумай юхать, ĕмĕрсем хушши пухнă пурлăх кĕлленет», - вĕрентнĕ Гаврил Васильевич мăнукĕсене çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ÿсме ăс панă вăхăтра. Чылай çул иртнĕ пулсан та, кукашшĕ каланине çамрăксем çилпе вĕçтермен. Гаврил Волков вăрçăран йывăр сурансемпе таврăннă пулсан, ятарлă çар операцине хутшăнакансен аслашшĕ Игнатий Иванович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче разведчик пулнăскер киле орден-медальсемпе таврăннă. Анчах мăнукĕ каласа панă тăрăх вăл вĕсемпе мухтанни пулман. «Вăрçă пирки калаçма юратмастчĕ вăл, анчах фронтри пĕр тĕслĕхе час-часах аса илетчĕ. Пĕр çар операцийĕнче пирĕн салтаксем фашистсен ушкăнĕпе алла-аллăн çапăçăва кĕнĕ. Пĕр çамрăк фашистпа пĕр-пĕрне кăкăртан ярса илтĕмĕр. Çав вăхăтра хамран эпĕ мар-тăк урăх кам тесе ыйтрăм та фашиста çурăм çине çавăрса хутăм, парăнтартăм», - аса илчĕ кукашшĕ сăмахĕсене ятарлă çар операцийĕн ветеранĕ. Çак калаçура вăл паян шăллĕпе иккĕшĕ аслашшĕпе кукашшĕн ĕçне малалла тăсни пирки пĕлтерчĕ.

- Вăрçăра нихăçан та çăмăл пулмасть. Эпир те умри йывăрлăхсене çĕнтерсех малалла çул хывма тăрăшатпăр. Умри задачăсене пурнăçлама Раççей Хÿтлĕх министерстви енчен пулăшу пуррине курсах тăратпăр. Çар хатĕрĕсем, çĕнĕ йышши техника пирĕн çителĕк-лĕ, тăхăнмалли тата апат-çимĕç тĕлĕшпе ыйту çук. Хамăр ялсемпе хуласенче пурăнакансем пулăшу алли тăсса панине те курсах тăратпăр. Çакă пире Çĕнтерÿ çулĕ-пе пыма пулăшасса шанатпăр, - терĕ 18 çул тултарсан çар службине 2 çул Байконурта ирттернине палăртса Дмитрий Геннадьевич. Кăçал вăрçă шавĕнчен канма, амăшне, тăванĕсене курма Дмитрий шăллĕ Юра та отпуска килсе кайрĕ. «Вăрçă пынă май нумай япалана кунсерен вĕренетпĕр, салтаксем хушшинчи туслăх вара çирĕпленсе пырать. Нумайăшĕ службăра пĕрремĕш кун мар. Тылран та пулăшу пырсах тăни Çĕнтерÿ пирĕн алăра пулассине шантарать», - терĕ Дмитрий Иванов хамăр калаçăва вĕçлесе.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6