Июнĕн 12-мĕшĕнче – Акатуй

Категория: Общество Опубликовано: 06.06.2025, 13:38 Просмотров: 97

Çулленех чăваш çынни çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçлесен Акатуйне пуçтарăнать. Çак йăлана муркашсем те нумай çул тирпейлĕн тытса пыраççĕ. Кăçал Акатуй июнĕн 12-мĕшĕнче Лантăш вăрманĕн уçланкинче иртет. Ăна Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин тата Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕсене халалланă.

Уяв программи яланхи пекех пуян. Хăнасем уçланкăра интерактивлă лаптăксемпе, ал ĕç куравĕпе паллашаççĕ. Уяв вара «Килĕр, туссем, уява!» кĕвĕпе хореографи композицийĕпе пуçланать. Акатуйне чаплă лару-тăрура 11 сехетре уçаççĕ. Пухăннисене округ пуçлăхĕ, республика ертÿлĕхĕн пайташĕсем саламлаççĕ. Ырми-канми ĕçленисене чысласси уяв программинче тĕп вырăн йышăнать. Маттуррисене сцена çине кăларса тав сăмахĕ калаççĕ. Ĕç династийĕсене парнесем параççĕ. Нумай ачаллă çемьесене чысласси - ырă йăлара. Унтан муркашсене хăнасем уяв ячĕпе саламлаççĕ.

Концерт программи 12 сехет те 30 минутра пуçланать.

Малтан пĕрлештернĕ хор юрлать. Унтан художество пултарулăх коллективĕсем, ачасемпе çамрăксен ушкăнĕсем хăйсен ташши-юррипе савăнтараççĕ. Уявра ача-пăчана та кичем пулмĕ. Вĕсене карусельсем, аттракционсем, вăйăсем кĕтеççĕ. Спорта юратакансене валли уйрăм программа хатĕрленĕ. Яланхи пекех волейбол турнирĕ иртет. Пăт пуканĕ çĕклессипе, турник çинче туртăнассипе, армспортра, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, бокспа çĕнтерÿçĕсене палăртаççĕ. «Ял картишĕ» хăнасене хапăлласа йышăнать. Кунта территори пайĕсен пурнăçĕпе паллаштараççĕ. Муркаш округĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа паракан выставка та кăсăклă пулĕ. Уявра хăнасене тутлă апат-çимĕç тутанма сĕнеççĕ.

Акатуйне пурне те чĕнеççĕ!

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6