Чăваш Республикинче тата Чĕмпĕр облаçĕнче ĕçлесе пурăнакансенчен ку тăрăхсемшĕн яваплă Россельхознадзор управленине выльăх-чĕрлĕх валли кирлĕ эмелсем туянассин йĕркипе паллаштарма ыйтса час-часах çырусем килеççĕ. Кунсăр пуçне ял çыннисем телефонпа та çыхăнăва тухаççĕ. Вĕсене час-часах вăл е ку ветеринари препарачĕ тĕлĕшпе рецепт кирли тата ăна вăрăма тăсмасăр ăçта туянма май пурри кăсăклантарать. Çынсен кашни ыйтăвĕ вырăнлă тесе шутлатăп. Çавăнпа та кунти лару-тăрăва уçăмлă ăнлантаратăп. Кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ветеринари препарачĕсемпе ĕçлекенсен вĕсене мĕн тĕллевпе кăларнине лайăх пĕлмелле. Вĕсене туянасси тата реализацилесси çакна ĕнентерекен рецептсем урлă пулса пымалла. Рецептсăр сутма юраман эмелсем шутне çак препаратсем кĕреççĕ:
вĕсен тытăмĕнчи ĕçлекен хатĕрсем наркотик тата психотроплă япаласен йышне кĕреççĕ пулсан*
антибактериаллă препаратсем*
седативлă хатĕрсем тата анестетиксем, çав шутра наркоз тумалли хатĕрсем (тилетамин, золазепам, ксилазин т. ыт. те)*
наркотиклă мар опиоидлă анальгетиксем (трамадол)*
гормон хатĕрĕсем*
паразитсене хирĕç кĕрешмелли хатĕрсем (ял хуçалăх выльăхĕсем валли пăхнисем).
Выльăха кирлĕ эмел илес тесен ял çыннин малтан выльăх тухтăрĕпе çыхăнмалла. Вăл малтанах сирĕн харпăрлăхри выльăха пăхса хак парать, диагноз лартать. Çакăн хыççăн çеç вăл кирлĕ пулсан вăл е ку препарата илме рецепт çырса парать. Рецептра выльăх пирки пирвайхи кăтартусем пулмалла (ячĕ, тĕсĕ, ăрачĕ), диагноз, ĕçлекен препарат ячĕ, унпа усă курмалли виçе, епле усă курмалли йĕрке, сывату тапхăрĕ, рецепт çырнин кунĕ, выльăх тухтăрĕ алă пусни тата пичет лартса çирĕплетни. Пĕр рецепт бланкĕ çинче пĕр эмел пирки çеç çырни пулмалла. Ветеринари ĕçĕнче эмел препарачĕсене туянма тата рецепт бланкĕсене хупма 2025 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлекен ветеринари специалисчĕсене пулăшма «Гален» ФГИС ĕçлеме пуçларĕ. 2025 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче «Гален» ФГИС системинче 200 рецепт бланкне хупнă та ĕнтĕ. Çÿлерех калани ыйтăва пĕтĕмĕшле татса панине пĕлтермест-ха. Паянхи куна ветеринари препарачĕсене интернет-магазинсенче, маркетплейссенче туянма пулать. Унта вара час-часах суя эмелсемпе контрафактлă продукци те тĕл пулма пултарать. Ку вăл килти хушма хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхшĕн уссинчен ытларах сиенлĕ пулма пултарать. 2025 çул пуçланнăранпа Россельхознадзор управленийĕн ертсе пыракан специалисчĕсем вырăнсенче эмел хатĕрĕсемпе усă курнине тĕрĕсленĕ чухне «Интернет» тытăмри 400 сайта тĕрĕсленĕ. Тĕллевлĕ ĕçленипе 20 интернет-сайта чарса лартнă, тепĕр 22-шне ресурсран кăларнă. Тĕрĕслевсем малалла пыраççĕ. Вĕсен кăтартăвĕсемпе те паллаштарсах тăрăпăр.
Наталия ДМИТРИЕВА, пай пуçлăхĕ.
Август 2026 |
