«Муркаша» куракан юратса кĕтет

Категория: Общество Опубликовано: 30.05.2025, 09:39 Просмотров: 48

«Муркаш» халăх фольклор ансамблĕ 25 çул тултарчĕ. Юбилей вăл пĕр кунпа кăна иртсе каякан уяв мар, ун пирки çулталăкĕпех калаçни те ытлашши мар. Фольклор ушкăнĕн ячĕ-сумĕ Муркаш тăрăхĕнче çеç мар, ун тулашĕнче те анлă сарăлчĕ. Халĕ пирĕн ансамбле пур çĕрте те пĕлеççĕ тата кĕтеççĕ.

25 çул каялла эпĕ Муркашри Культура çурчĕн ертÿçинче ĕçлеттĕмччĕ. Сцена çине чăн чăваш тумĕпе, халăх юрри-ташшипе тухакан фольклор ушкăнĕ йĕркелес шухăш çуралчĕ. Хамăн ĕмĕте ыттисене те пĕлтертĕм, манăн сĕнĕве ырларĕç. Пĕрлехи тăрăшулăхпа «Муркаш» ансамбль туса хутăмăр. Пултарулăх ушкăнĕн пĕрремĕш ертÿçи И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культурологи кафедрин доценчĕ, Раççей Федерацийĕн халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ Земфира Кузьминична Яковлева пулчĕ, концертмейстерĕ – Эдуард Николаевич Степанов. Земфира Яковлева пирĕнпе ĕçлеме килĕшрĕ. Паллă фольклорист, педагог пирки кĕскен палăртса хăварас килет. Вăл Тури чăвашсен фольклорĕпе чылай ĕçлет, чăваш халăх юррисен антологине пичетлесе кăларнă, фольклор произведенийĕсен 30 ытла пособине кун çути панă. Чăваш халăхĕн этнокультура пахалăхне ÿстерессинче унăн тÿпи пысăк. Наци библиотеки çумĕнче вăл «Эткер» фольклор студине йĕркеленĕ. Малтанхи вăхăтра репертуара йĕркелесси çăмăлах пулмарĕ, Муркаш тăрăхĕнчи фольклорпа тĕплĕнрех паллашма тиврĕ, ялсене тухса çÿрерĕмĕр, хамăртан аслă çынсемпе калаçрăмăр, вĕсенчен тĕрлĕ юрă çырса илсе вĕрентĕмĕр. Çапла пирĕн кăмăл-туйăм çĕкленсе пычĕ. Хамăрăн репертуара хăна, ларма каçĕнчи, туй юрри-ташшине, салтак ăсатнине кĕртрĕмĕр, çавăн пекех йăла-йĕркери хăшпĕр саманта та куракан умне кăларма тăрăшрăмăр. Пирĕн коллектив пултаруллă çынсенчен йĕркеленнишĕн савăнтăмăр, кашниех пуçаруллăччĕ. Эпир тăрăшни ахаль кăна пулмарĕ, «Муркаш» фольклор ансамблĕ 2006 çулта «халăх» ятне тивĕçрĕ. Куракан пире ытларах та ытларах кăмăлланине эпир туйса тăтăмăр. Вăхăт иртрĕ, ертÿçĕсем те улшăнчĕç. 2010 - 11 çулсенче ансамблĕн художество пултарулăх ертÿçи Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Жуков пулчĕ. Хальхи вăхăтра коллектива Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Александр Аникин, Сергей Каликов тата эпĕ ертсе пыратпăр. Вăхăт иртнĕ май, паллах, ансамбльти çынсем улшăнса пычĕç. Эпĕ, Игорь Майков тата Юлия Кузьмина ансамбль пуçланнă вăхăтранпах юрлама, ташлама çÿретпĕр. Пирĕн ансамбль - чăваш халăхĕн фольклор йăли-йĕркине тата халăх пултарулăхне упрассипе Муркаш округĕнче пултарулăх ушкăнĕсем хушшинче ертсе пыракан ушкăнсенчен пĕри. Чăн чăваш юррин йăлисем аслисенчен çамрăксене куçса пыраççĕ. Юбилей вара вăл савăнăçлă та пысăк уяв, унта ку таранчченхи ĕçе пĕтĕмлетме, унпа ыттисене паллаштарма сăлтавĕ те пур. Уява паллă туни çинчен, паллах, асăнмасăр иртме çук. Ăна эпир апрель уйăхĕнче ирттертĕмĕр. Юбилей каçĕ ансамбль 25 çул хушшинче халăх йăли-йĕркипе юрри-ташшине сарас тĕлĕшпе тунă ÿсĕмсем çинчен калакан видеофильм кăтартнинчен пуçланчĕ. Коллектив ячĕпе ăшă сăмах нумай пулчĕ, ансамбле хутшăннисем тата халĕ хутшăнакансем тĕрлĕ шайри Тав çырăвĕсене, Хисеп хучĕсене, асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç. Кунта манăн Чăваш наци конгресĕн вице-президентне, округăн Хисеплĕ çыннине Павел Вязова ырăпа палăртса хăварас килет, вăл пире малашне татах та ытларах тăрăшма хавхалантарчĕ. Ансамбле Муркаш округ администрацийĕ хуткупăс туянма тата тум çĕлетме 200 пин тенкĕлĕх сертификат парса чысларĕ. Пире саламлама хамăр тăрăхри ялсенчи коллективсем кăна мар, кÿршĕри округсемпе республикăран та килсе çитрĕç. Тĕслĕхрен, аякри Йĕпреçри фольклор ушкăнĕн йăли-йĕрки пачах та урăхла. Вĕсене пăхма та куракана кăмăллă пулчĕ. Наци библиотеки çумĕнче йĕркеленĕ «Эткер» фольклор ансамбль килни те питĕ кăмăллă пулчĕ. Маларах палăртрăм ĕнтĕ, ăна Земфира Яковлева ертсе пырать. Вăл пирĕн ансамбле 25 çул каялла йĕркелени çинчен каласа кăтартрĕ. Хăнасене «Муркаш» ансамбль çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ. Çакна та асăнса хăварас килет, пирĕн ансамбль çумĕнче çĕнĕ хунав та ешерет. Вăл - «Шăпчăк» ятлă ача-пăча фольклор ушкăнĕ. Ăна эпĕ ертсе пыратăп, аккомпаниаторĕ - Александр Аникин, ташшисене Сергей Каликов вĕрентет. Çамрăк ăрăва чăваш юрри-ташшине, халăх йăли-йĕркине хисеплеме, çакна куракан умне кăларма Муркаш шкулĕн вĕрентекенĕсем те хастар хутшăнаççĕ. Ку енĕпе халĕ Наталья Ястребова тăрăшать, вăл та уявра мухтав сăмахĕпе асăнмалăх парнене тивĕçрĕ. Уяв саманчĕ пурин чун-чĕринче те чылай вăхăт упранĕ тесе шухăшлатпăр. Ансамбль юбилейне ирттерме пире спонсорсем пулăшрĕç. «Герой» хуçалăх ертÿçине Ростислав Тимофеева, Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх ертÿçине Игорь Николаева, Муркаш районĕн Хисеплĕ çыннине Валерий Вязова, Муркаш райпо канашĕн ертÿçине Борис Андреева, Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕн ертÿçине Людмила Майковăна пулăшушăн тав тăватпăр. Çавăн пекех хамăрăн коллектива пысăк тав, уява килнĕ хăнасене сĕтел хушшине лартса хăналама пултарчĕç. Пурне те тав тăватăп, ырлăх-сывлăх, телейпе ăнăçу сунатăп. 25 çул хушшинче «Муркаш» ансамбль ăçта кăна çитсе курмарĕ пулĕ. Мĕн чухлĕ куракана илемлĕ те янăравлă юррисемпе, чăн чăвашла ташшисемпе савăнтармарĕ пулĕ. Кирек ăçтан та сумлă парнепе, чыславпа таврăнни коллектив ăсталăхне çирĕплетет. Ансамбле çÿрекенсем малашне те çапла пуласса шанса тăраççĕ. Ансамбль тĕрлĕ шайри конкурспа фестивальсене, мероприятисене тăтăшах хутшăнать. Оренбургра, Мускавра тата ытти пысăк хуласенче пулса куртăмăр эпир. Çакна та асăнса хăварас килет. Нумаях пулмасть Чăваш Патшалăх филармонийĕнче Вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалланă савăнăçлă уяв иртрĕ. Унта хутшăнакансене эпир уяв сцени çинче чăваш юрри-ташшипе савăнтарма пултартăмăр. Ку та пирĕншĕн пысăк чыс пулчĕ, апла пулсан пирĕн ăсталăх шайĕ пĕчĕкех мар. «Муркаш» ансамблĕн вара юбилей çулĕсем пулсах пыччăр, ăнăçăвĕпе çитĕнĕвĕ коллектива та, куракана та савăнтарса тăтăр.

Фаина Григор ьева , «Муркаш» ансамблĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6