Муркаш центрĕ куç умĕнчех улшăнать

Категория: Общество Опубликовано: 30.05.2025, 09:19 Просмотров: 58

Паян ял-урам хăтлăхне ÿстерме вырăнсенчи влаç органĕсем наци проекчĕсемпе анлă усă курма тăрăшнине куратпăр тата ăнланатпăр. Нумаях пулмасть Муркашра «Гастроном» магазинпа «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат редакцийĕ хушшинчи лапамра унчченхи асфальта хырса илессипе ĕçсем пуçланчĕç. Кунта çывăх малашлăхра мĕн пуласси ялсенчен район центрне килекен вуншар çынна хумхантарма пуçларĕ. Хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем те пĕрлехи çак ыйтуран катара юлмарăмăр. Ĕç тĕллевĕсемпе тата умри плансемпе паллашма Муркаш территори пайĕн пуçлăхĕпе Алексей Кирилловпа çыхăнтăмăр. Алексей Николаевичшăн манăн ыйту кĕтмен-туман çĕртен пулмарĕ иккен. Вăл пире çакăн пек тулли хурав пачĕ:

- Муркаш территори пайĕн аталанăвĕпе, пирĕн пурнăçпа, эпир ĕçленипе, кунта пулса иртекен улшăнусемпе кăсăклансах тăнăшăн пысăк тав сире. Малашлăха пăхса пурăннăранах эпир нихăш çул та пĕр вырăнта тăмастпăр. Пурнăçа кĕртекен çĕнĕлĕхсем вара, территори пайĕн аталанăвĕн малашлăх çулĕсене уçса, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатсах пыраççĕ. Ку вăл хамăр территори пайĕнчи ялсенче пурăнакан тата округ центрне килекен кашни çыннах пырса тивет тесе шутлатăп. Эпир тăрăшни ытти çынсенче те ырă пуçарусене çул парсан, хамăр умри тĕллевсем пурнăçланчĕç тесе çирĕплетме пултаратпăр.

Юлашки çулсенче, республикăри пекех, пирĕн муниципалитет округĕ те тĕрлĕ наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе туллин ĕçлесе пыма тăрăшать. Вĕсенчен пĕри - «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ. Паян ăна пурнăçлассипе эпир Муркашра анлă ĕç пуçларăмăр. Ку вăл - округ центрĕн тĕп лапамĕнче ятарлă кану вырăнĕ йĕркелесси. Çапла вара иртнĕ кунсенче пĕрлехи тĕллевĕмĕре çул парса Ленин урамĕнче кану лапамĕ тăвассипе ĕçсене пуçăнтăмăр. Ăна валли «Поволжье» чикĕллĕ яваплăхлă обществăпа контракт турăмăр. Çапла вара пĕр шухăшлă пулса 6 миллион тенкĕлĕх проекта пурнăçлассипе ĕçе кÿлĕнтĕмĕр. Хаçат вулакан тÿрех ĕç тапхăрĕпе, унăн калăпăшĕпе кăсăкланĕ. Кунта вăрттăнлăх çук. Муркаша килекенсем, кунта пурăнакансем валли тирпейлĕ кану вырăнĕ пулĕ. Çак тĕллеве пурнăçласа çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен çул-йĕр тăвакансем брусчатка сарĕç, йывăçсем лартса тата курăк акса территорие ешĕл сăн кĕртĕç, уçăлма тухнă çынсене ларса канма саксем, çивитти айĕнчи чуччусем, электричество çути, çÿп-çап пуçтарма хăтлă урнăсем пулĕç. Умри тĕллевсене туллин пурнăçлама иртнĕ кунсенче И. Шишкин индивидуаллă предпринимателĕн механизациленĕ бригади вырăнти бюджет укçи-тенкипе унччен пулнă асфальтпа бетон лаптăкне сивĕ фреза пулăшнипе тасатса кăларчĕ (сăн ÿкерчĕкре). Строительсем вак чула Муркашри Учительская, Новая Центральная урамсене тата Шаптакпа Çурлатри хушшинчи пушар хăрушсăрлăхĕ валли пăхнă пĕве пуçне сарчĕç. Юлнă вак чул Новая Центральная тата Прудовая урамсенче вырăн тупрĕ. Каласа хăвармалла, асăннă кану вырăнĕ ачасемпе ашшĕ-амăшĕшĕн те, Муркаша килекенсемшĕн те, хăнасемшĕн те пысăк парне пулĕ. Подрядчик ăна вăхăтра ĕçе кĕртес тĕллевлĕ. Асăннă лапамра строительство ĕçĕсем вĕçленни округ центрĕпе çывăх ялсем хушшинчи хутшăнăва палăрмаллах хăт кĕртесси паян никамшăн та вăрттăнлăх мар. Наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн строительство тата юсав ĕçĕсене хутшăнакансен пĕрлехи тăрăшулăхĕ Муркаш муниципалитет округĕн центрне çĕнĕ сăн кĕртнине паян пурсăмăрта курса тăратпăр. Ку вăл - ыранхи пурнăç  никĕсĕ. Ыррине шанса ĕçлемелли пирĕн татах чылай пулнине эпир ăнланса тăрăшатпăр. Хамăр ума çĕнĕ тĕллевсем те чылай лартатпăр. Алексей Николаевичран умри ĕçсем пахалăхлă пурнăçланасса шаннине палăртса уйрăлтăм. Строительсен ăнăçăвĕ - ял çыннисен савăнăçĕ. Ăна ÿстерме çул-йĕр тăвассипе тата округ центрне тирпей-хăт кĕртессипе территори пайĕнче малашне те активлă ĕçлессе шанас килет.

А. БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6