Раççей Федерацийĕн прокуратури ачасемпе çамрăксен «Вместе против коррупции!» конкурсне ирттерессине пĕлтерет. Конкурс anticorruptionĕlifeĕ сайтра иртет.
Мероприяти тĕллевĕ - çамрăк ăрăва коррупци проблеми çине тимлĕх уйăрттарасси, ачасемпе çамрăксен ăсталăх пуçарулăхне хавхалантарасси, çавăн пекех коррупцие хирĕç кĕрешессинче влаç органĕсемпе общество пĕрле ĕçлессине практикăна кĕртесси. Конкурс виçĕ номинаципе («Чи лайăх плакат», «Чи лайăх ÿкерчĕк», «Чи лайăх видеоролик») виçĕ ÿсĕмре иртет: 10 çултан пуçласа 15 çулччен, 16 çултан пуçласа 20 çулччен, 21 çултан пуçласа 25 çулччен. Конкурса хутшăнакансен ÿкерчĕксене сайта сентябрĕн 25-мĕшĕччен вырнаçтармалла. Конкурс çĕнтерÿçисене декабрĕн 9-мĕшĕнче - Коррупцие хирĕç кĕрешмелли кун - чыслама палăртнă. Муркаш районĕн прокуратури кашни номинацире çул ÿсĕмне кура 3 ĕçрен кая мар йышăнать.
Район прокуратури
Август 2026 |
