Вăрттăн информаци пĕлес тенĕ

Категория: Общество Опубликовано: 30.05.2025, 09:06 Просмотров: 58

Муркаш район прокуратури вырăнта пурăнакан 51 çулхи хĕрарăм тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе район судне тăратнă. Вăл айăплă пулнине çирĕплетме сăлтав çителĕклĕ. Хĕрарăм РФ УК 138.1 статьяра палăртнă йĕркене (незаконное производство специального технического средства, предназначенного для негласного получения информации) тата РФ УК 137 статьян 1 пайĕнче палăртнă йĕркене (незаконное собирание сведений о частной жизни лица, составляющих его личную тайну, без его согласия) пăснă.

Малтанхи следстви çапла палăртнă, хĕрарăм 2024 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа 2025 çулхи февраль уйăхĕччен упăшка пулнă çынна вăрттăн сăнас тенĕ. Вăл диктофон туяннă, ăна арçыннăн курткин çухавине касса чиксе хунă. 55 çулхи арçыннăн пурнăçĕ пирки аудиоинформаци тăрăх пĕлес тенĕ. Февралĕн 18-мĕшĕнче арçын куртка тăхăннă чухне çухава таврашĕнче ытлашши япала пуррине асăрханă. Çавăн хыççăн вăл право йĕркине сыхлакан органа заявленипе тухнă. Уголовлă ĕçе Етĕрнери районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн следователĕсем тĕпченĕ. Прокурор айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ хыççăн ĕçе суда тăратнă. Çакăн йышши преступлени тăвакансене тăватă çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.

Алексей Галахов, Муркаш район прокурорĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6