Ашшĕ-амăшĕпе вĕсен ачисене пулăшассипе çĕршывра нумай ĕç тăваççĕ. Вĕсене пулăшмалли майсене те чылай вăя кĕртнĕ.
Пĕрремĕшĕ - амăш капиталĕ. Кăçал ăна республикăри 1500 çемье илнĕ. Паян вăл 690,3 пин тенкĕпе танлашать, иккĕмĕш ача çуралсан тата 221,9 пин тенкĕ тÿлеççĕ. Çие юлнă тата ача çуратнă хĕрарăмсене пĕр хутчен паракан пособие кăçал 1,6 пин амăшĕ илнĕ. Вăл пособи илекен çыннăн икĕ çулхи вăтам ĕç укçин 100 проценчĕпе танлашать. Ĕçлекен ашшĕ-амăшĕ ача çуралсан пĕр хутчен пособие тивĕçет, вăл 24 941,71 тенкĕпе танлашать. Ăна кăçал 1,6 пин ашшĕ-амăшĕ илнĕ. Кун пек пособие ĕçлемен ашшĕ-амăшне те тÿлеççĕ. Кун пеккисем республикăра 470 çын шутланать. Ĕçлекен ашшĕ-амăшне ача 1,5 çул тултариччен уйăхсерен пособи тÿлеççĕ. Вăл çак çыннăн вăтам ĕç укçин 40 проценчĕпе танлашать. Халĕ ăна республикăри 7 пин ытла çын илет. Çакăн пек пособие уйăхсерен ĕçлемен ашшĕ-амăшне те тÿлеççĕ. Ăна 257 ачан представителĕ илет. Ача 3 çул тултариччен уйăхсерен паракан пособие (пĕрремĕш ача 2023 çулччен çуралнă пулсан) 1,6 пин ачашăн тÿлеççĕ. Пособи виçи - 14 965 тенкĕ. Пĕрлехи пособи пурăнмалли минимумăн 50, 75, 100 проценчĕпе танлашма пултарать. Ăна халĕ çие юлнă 1,1 пин хĕрарăм тата 86 пин ача ашшĕ-амăшĕ илет. Ăна пулăшăва тивĕçлĕ çемьесене тÿлеççĕ. Çавăн пекех пособисене çар çыннисен ачисемшĕн, инвалид ачасемшĕн, усрава илнĕ ачасемшĕн те тÿлеççĕ.
Раççей Социаллă фончĕн республикăри уйрăмĕ.
Август 2026 |
