Шаптак ялĕнчи Юрий Гордеев почтальона нумайăшĕ пĕлет. Чылай çул вăл çак ĕçре тÿрĕ кăмăлпа вăй хурать. Ял çыннисене хаçат-журнал, çыру, пенси укçи çитерсе парать. Куллен 24 çухрăм çула парăнтарать вăл.
Юрий Гордеев тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çын. Фотографипе кăсăкланать, хуткупăс калама ăста вăл. Ялти почтальон кăçал Раççейри «Халăх почтальонĕ» конкурса хутшăнать. Вăл финала тухма пултарчĕ. Халĕ ентеш инçе çула тухма хатĕрленет. Финалти конкурссем Мускавра июнĕн 5 - 6-мĕшĕсенче иртеççĕ. Ентеше ăнăçу сунатпăр.
Август 2026 |
