Ачасен çуллахи канăвĕ майăн 30-мĕшĕнче пуçланать. Вăл пĕлтĕрхинчен анлăрах пулать, тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. Кăçал республикăри 73 пин ача лагерьсенче сывлăхне çирĕплетет. Эпир тăрăшсах ачасем валли çĕнĕ вырăнсем йĕркелетпĕр. Пирĕн республика хăвăрт туса лартмалли корпуссем вăя кĕртессипе пилот регионĕ пулса тăчĕ. Федераци укçи-тенкипе çĕнĕ корпуссем хута янă: иккĕ «Березка», иккĕ «Звездный» тата пĕрре «Бригантина» лагерьсенче. «Лесная сказка» лагерьте икĕ корпус тăваççĕ. «Звездный» лагерьте апат-çимĕçпе медицина блокĕсене тĕпрен юсаççĕ. Çу кунĕсем çитрĕç. Ачасене канма мĕнпур майсем туса памалла, тенĕ регион пуçлăхĕ.
Август 2026 |
