Июлĕн 1-мĕшĕнчен 2026 çулта вăя кĕртмелли пуçарулăх проекчĕсен заявкисене йышăнма пуçлаççĕ. Юлашки çулсенче эпир пĕрле хамăр пурнăçа улăштарма пултарнине кăтартса патăмăр. Проектсен хисепĕ те, укçа-тенкĕ уйăрасси те ÿсет. Ялсем вара куç умĕнчех улшăнаççĕ, тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. Пирĕн задача - конкурса хутшăнма ансат условисем туса парасси. Пуçарулăх проекчĕсене инфраструктурăна тĕпрен юсас ĕçсемпе çыхăнтармалла. Кашни проекта вăхăтра вĕçлемелле тата вăл çынсене усă кÿтĕр. Эпĕ кашни проекта контроле илетĕп, тенĕ регион ертÿçи. Пĕр проект та пурнăçланмасăр юлмалла мар. Çавăнпа пурне те ответлăха туйма ыйтатăп.
Август 2026 |
