Тутлă апат ăстисем

Категория: Общество Опубликовано: 23.05.2025, 14:45 Просмотров: 91

Муркаш муниципалитет округĕнчи обществăлла апатлану ăстисем ĕçре хăйсене тăтăшах ырă енчен кăтартаççĕ. Çакна вĕсем нумаях пулмасть республика шайĕнче Сĕнтĕрвăрринче ирттернĕ «Вкусы Чувашии» чăваш наци апат-çимĕçĕн фестивалĕнче те çирĕплетсе панă. Муркаш райповĕн обществăлла апатлану предприятийĕнче ĕçлекенсем унта иккĕмĕш вырăна тухнă. Асăннă фестивальте Мăн Сĕнтĕр райпо кооператорĕсем «Лучшая подача в национально-традиционном исполнении» номинацире чи лайăххисем пулса тăнă. Апат-çимĕç уявне йĕркелекенсем - Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви, Чăвашпотребсоюз, Сĕнтĕрвăрри муниципалитет округ администрацийĕ тата Раççей ял хуçалăх банкĕ пулăшнипе Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ. Фестивале 17 команда таран хутшăнни унта хĕрÿ кĕрешÿ пулни пирки калать. Ăмăртуçăсем хушшинче Чăвашпотребсоюзăн предприятийĕсемпе организацийĕсем, республикăри вĕренÿ заведенийĕсем, Киров облаçĕн кооператорĕсем пулнă. Фестивальте чăваш наци апат-çимĕçĕ хатĕрлессипе мастер-классем иртнĕ. Кунпа пĕрлех сумлă жюри умĕнче Тăван çĕршывăн Аслă Çĕнтерĕвĕ 80 çул тултарнине халалласа декоративлă çăкăр-булка продукцийĕн выставки те ăнăçлă ĕçленĕ. Фестивале хутшăнакансем унта тăратнă блюдăсене тутанса пăхнă, уяв концерчĕпе паллашнă. «Вкусы Чувашии» чăваш наци апат-çимĕçĕн фестивалĕ кăçал тăваттăмĕш хут иртнине палăртмалла. Ăна йĕркелекенсем вăл чăваш халăхĕн апат-çимĕç традицийĕсене ытларах упрама тата культурăна аталантарма пулăшасса шанаççĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6