Халăх сăмахлăхĕ çыравçăсене яланах хавхалантарнă. Вăл е ку юрă, юмах-халап е каларăш поэтсемпе прозаиксене те, драматургсене те хăйсен хайлавĕсене çырма хистенĕ. Фольклорта ăсхакăл пуянлăхĕ упранать-çке.
Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Галина Матвеевăн «Тилĕпе Улатакка. Лиса и Дятел» кăларăмĕ кун çути курчĕ. Ăна икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – кĕçĕн çулхи ачасем валли хатрленĕ. Галина Алексеевнăн хайлавне вырăсла куçараканĕ – Людмила Симонова. Редакторĕ – Ольга Иванова, ÿнерçи – Юлия Лутошкина. «Тилĕпе Улатакка» – чăваш халăх юмахне тĕпе хурса çырнă хайлав. Вăл тимсĕрлĕхне пула инкеке лекнĕ Тилĕпе паллаштарать. Вăрман тухтăрĕ Улатакка пулăшман пулсан чее чĕр чун сунарçă карчăкĕн çухи пулса тăратчĕ ĕнтĕ. Анчах çăлавçă пурпĕр тав сăмахне тивĕçмест. Мĕншĕн-ши; Ку ыйтăвăн хуравĕ кĕнекере пытаннă. Тилĕ кунта чее те сĕмсĕр ултавçă пулнине куратпăр. Хăй палăртнине пурнăçлассишĕн темчченех суйма хатĕр пуль. Анчах тем чуль явăнсан та вĕренĕн вĕçĕ пулатех, хайхискерĕн шалчи тулать. Улатакка вара хăйне мĕн каланине пĕтĕмпех ĕненет. Вăл мĕнлине малтанхи çаврасенчен пĕринчех пĕлме пулать:
– Тилĕ тусăм, тух кунта,Мĕн çухатнă эс унта; –
Тет хайхи Улатакка –
Тавçăрулăх çук та-ха.
Ĕçчен кайăкăн юп курса пурăнмалла пек, анчах ыттисене виçесĕр шанни телее вăрлама та пултарать иккен.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Август 2026 |
