Муркашри «Сывлăх» спорт шкулĕн боксерĕсем тĕрлĕ ăмăртусенчен яланах çĕнтерÿпе таврăнаççĕ.
Аслă Çĕнтерĕве халалланă Канашри турнирта та вĕсем малтисен йышăнче пулнă, 2 ылтăн, 1 кĕмĕл, 1 пăхăр медаль çĕнсе илнĕ. Валера Иванов, Алексей Антонов пĕрремĕш вырăнсене, Денис Краснов иккĕмĕш, Давид Бычков виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Пирĕн боксерсем Козьмодемьянск хулинчи турнира та хутшăннă. Кунти ăмăртусем 35-мĕш хут Совет Союзĕн Геройĕ В. Криворотов ячĕпе иртнĕ. Денис Красновпа Алексей Антонов пĕрремĕш, Валера Иванов иккĕмĕш, Антон Иванов виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ.
Надежда Суворова
Август 2026 |
