Çак кунсенче Оринин территори пайĕнчи Тереç ялĕнче пурăнакансемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Округ администрацийĕн культура пайĕн агитбригади сахал мар йышпа килсе çитрĕ. Концерта Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Венера Васильева уçрĕ, ял çыннисене ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телейпе ăнăçу сунчĕ.
Концерта Муркашри тата ялсенчи Культура çурчĕсемпе клубсен ертÿçисемпе вырăнти артистсем илемлĕ юрă-кĕвĕпе илем кÿчĕç. Пухăннисене Ятман клубĕн ертÿçи Роза Иванова «Калинин цвет» юрă парнелерĕ. Унпа пĕрле тăрăшакан асăннă клубри пултарулăх коллективĕн ертÿçи Венера Борисова та «Шурă хурăн айĕнче» юрăпа кăмăла çĕклерĕ. Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Москакассинчи Культура çурчĕн ертÿçи Галина Голубева «Голубка белая» юрăпа савăнтарчĕ. Катькас клубĕн ертÿçи Любовь Сергеева «Пилеш» тата «Курас килет», Чемей клубĕн ертÿçи Надежда Сорокина «Одного» юрăсене шăрантарчĕç. Çавăн пекех Зоя Андреева, Вера Макарова тата ытти артистсем илемлĕ юрларĕç. Курма пухăннисем вĕсене алă çупса тав турĕç. Концертра патриотизм темине халалланă юрăсем те янăрарĕç. Программăра кулăшла номерсем те пулчĕç. Сергей Каликов шÿтлĕ такмаксем парнелерĕ. Савăнăçлă тĕл пулу чылайччен тăсăлчĕ. Александр Аникин купăс каласа концерта илем кÿчĕ.
- Хисеплĕ ял ĕçченĕсем, сире пурне те пире ăшă кăмăлпа кĕтсе илнĕшĕн тав тăватпăр. Кăмăлăр пулсан татах та килĕпĕр, пĕлтерĕр çеç. Сирĕн ыйтăва тивĕçтерме, округ центрĕнчен инçетри пĕчĕк ялсене артистсемпе тухса çÿреме паян автоклуб пур. Ырлăх-сывлăх сире, ял ĕçченĕсем, тепре тĕл пуличчен! – терĕ Венера Васильева концерта вĕçленĕ май. Илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтаракансене ял-йыш ячĕпе Михаил Просов ĕç ветеранĕ тав сăмахĕ каларĕ, малашне те концертсемпе савăнтарма çирĕп сывлăхпа ăнăçу сунчĕ.
Александр ШАРИКОВ.
Август 2026 |
