Мунча хутсан тимлĕ пул

Категория: Общество Опубликовано: 23.05.2025, 14:15 Просмотров: 157

Ирĕке кайнă вут-çулăм шелсĕр. Вăл туххăмрах хăй хыççăн шĕл кăвар хăварса пурăнмалли çурт-йĕре, ытти пурлăха кĕл тăвать. Çын пурнăçĕшĕн те вăл самантрах хăрушлăх кăларса тăратать. Çакă кашниншĕнех паллă, анчах пушар хуралĕнче тăракансем час-часах пулăшăва васкани кил-çурт хуçисем, ытти пурлăхшăн яваплисем нумай чух пушар хăрушсăрлăх правилине пăхăнманни е сĕмсĕррĕн пăсни çинчен калать. «Хĕрлĕ автан» çунат çапма пуçланин сăлтавĕсем тĕрлĕрен: уçă çулăмпа асăрханусăр пулни, электроприборсене эксплуатацилес е электричествăпа усă курас правилăсене пăсни, ачасем шăрпăкпа выляни, кăмакасен юсавсăрлăхĕ. Халĕ каланисем пушар хăрушсăрлăх правилине пăхăнасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалли пирки калаççĕ. Апла пулин те...

Муниципалитет округĕнче кăçалхи 4 уйăхра тухнă пушарсене регистрацилемелли журнала уçса пăхар-ха. «Хĕрлĕ автан» ытларах ялти хуçалăхсене иленни курăнать. Вут-кăвар алхаснă тĕслĕхсене тишкерсен, куç умне çакăн пек пĕтĕмлетÿ тухать: çынсем кил хуçалăхра хăйсем ăсталанă электроприборсемпе усă курни, пÿрт-çурт патĕнчен 50 метртан çывăхра кăвайт чĕртни, çурт-йĕр таврашĕнче типĕ курăк çунтарни, ÿсĕрле пирус туртни, мунчасенчи мăрьесене мачча хăмисенчен 40 см уйăрманни, вĕсене вăхăтра хăрăмран тасатманни. Çак сăлтавсем ялта пурăнакансене çу кунĕсем пуçланнă май хытах шухăшлаттарма тивĕçлĕ тесе шутлатăп. Унсăрăн нумай çул пухнă пурлăх самантрах кĕл пулса çилпе вĕçме пултарать. Ку вара питех те хăрушă пулăм. Ан манăр, çулăм вăл хăйне çителĕклĕ контрольлесе тăрсан çеç юлташ вырăнĕнче, тимлĕхе самантлăха çухатсан вара... Çавăнпа та округра пурăнакансене çу кунĕсенче «хĕрлĕ автанпа» питех те асăрхануллă пулмалли пирки çирĕппĕн асăрхаттаратăп. Паянхи куна пирĕн округра 18 пушар алхасрĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен пĕр тĕслĕх нумайрах. Çулăм хăрушлăхĕ пысăккине ăнланнăран никамăн та лăпланмалла мар. Пушарсен ытларах пайĕ кăçал килти хушма хуçалăхсенче тухрĕ. Кунта эпĕ хаçат вулакансене ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Отарккăра пулса иртнĕ тĕслĕхпе паллаштарас тетĕп. Ку вăл пуриншĕн те урок пулмалла. Пирĕн патăмăра 17 сехет те 43 минутра уйрăм кил хуçалăха «хĕрлĕ автан» иленни пирки хыпар çитрĕ. Телефонпа калаçакан çулăма каярах юлса асăрханăран вăл анлă сарăлма пуçлани, кÿршĕри кил хуçалăхшăн та хăрушлăх тухса тăни пирки пĕлтерчĕ. Эпир пĕр тăхтаса тăмасăр инкекпе кĕрешме Муркашри 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн 2 автомашинине, Мăн Сĕнтĕрти уйрăм пушар посчĕн ушкăнне тата «Свобода» хуçалăхăн ведомствăллă пушар хуралне кăлартăмăр. Пирĕнпе пĕрлех ялта пурăнакансем те пĕр çын пек пулса çанă тавăрсах инкекпе кĕрешме пуçларĕç. Пĕрлехи вăйпа çулăма анлă сарăлма памарăмăр, анчах тăкак пурпĕр пĕчĕк пулмарĕ. Çил вăйлă пулнипе «хĕрлĕ автан» пĕр килте мунчана, гаражпа ампара кĕллентерчĕ тата пурăнмалли çурта сиенлерĕ. Вăйлă çулăм кÿршĕсен пурăнмалли çуртне те курăмлă сăтăр кÿчĕ. Инкек хыççăнхи тĕрĕслев çакна çирĕплетрĕ: «хĕрлĕ автан» мунча хутнă чухне кил хуçи кăмакана чылай вăхăт пĕччен хăварнипе тухнă. Çавăнпа та ял çыннисен çу кунĕсем çитнĕ май, килти хушма хуçалăхри мунча кăмакисем тĕлĕшпе тимлĕхе уйрăмах ÿстермелле. Вĕсене хутсан çунакан кăмакана нумай вăхăтлăх пĕччен хăварасран сыхланмалла, кăмака мăрйисемпе мачча хушшине пушар хăрушсăрлăх правилисем ыйтнă пек уйăрмалла, электропроводкăна вăхăтра улăштарса тăмалла. Çак йĕркесене пăхăнни йăлтах «хĕрлĕ автана» çăварлăхлассипе çыхăннă. Асăннă инкек кăçал ирĕке кайнă çулăм пĕр хуçалăхран теприне куçнă пĕрремĕш тĕслĕх пулчĕ. Апла пулсан хăрушсăрлăх йĕркине пурин те çирĕп пăхăнмалла. Çу уйăхĕн малтанхи кунĕсем инкексĕр иртрĕç пулин те, çак вăхăта ытларах тăсма пурин те пĕр тĕллевлĕ пулса ĕçлемелле.

Александр МОРОЗОВ, Муркаш муниципалитет округĕн пушар хуралĕн дознавателĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6