«Сапер пĕр хутчен йăнăшма пултарать»

Категория: Общество Опубликовано: 23.05.2025, 13:59 Просмотров: 109

Сăн ÿкерчĕкре Уйкас Янасал территори пайĕнчи Кĕртекасси ялĕнчи Александр Иванов ефрейтора куратăр. Нумаях пулмасть вăл тăван тăрăха пиллĕкмĕш черетлĕ отпуска килсе кайрĕ.

- Ятарлă çар операцине мобилизаци йĕркипе 2022 çулта малтанхи партипех тухса кайрăм. Ульяновск хулинче пухрĕç пире, пĕр вăхăт вĕренÿре пултăмăр. Муркаш тăрăхĕнчен те чылаййăн пулчĕç унта. Хăшĕсемпе халĕ те пĕрле. Ун хыççăн вара пире Херсон облаçне илсе кайрĕç. Хамăр тивĕçе халĕ те çав енчех пурнăçлатпăр. Эпĕ СВО-ра инженер-сапер, малти линире. Салтакра ефрейтор званипе пулнă, халĕ те манăн çак звани. Çар ĕçĕнче ялтан тухнă çын, хуларисемпе танлаштарсан, чăтăмлăрах. Эпир, ялтисем, мĕн ачаран ĕçпе çитĕннĕ, çирĕпленнĕ, çакă унта та палăрать, - каласа парать Саша. Çÿллĕ те патвар салтак çине пăхатăп та унăн кăкăрĕ çинче виçĕ медаль çуталать. Хăй каланă тăрăх, виççĕшне те ăна кăçал панă. Сапер должноçĕ - малти ретри кăткăс ĕç.

- Сапер пĕр хутчен йăнăшма пултарать, хама ку таранччен çак ĕçре йăнăшнă тесех каламастăп. Манăн ĕçе Жуков медалĕпе, «За доблесть» 2 степень, «За службу в инженерных войсках» медальсемпе хакларĕç. Командир мана хушнă – эпĕ пурнăçланă, шанăçран тухман, малашне те çар ĕçне тивĕçлĕ шайра пурнăçласса шанатăп. Аякри вырăнта тăван тăрăх, ял-йыш, çывăх çынсем час-часах аса килеççĕ. Ваçкассине, муркашсене гуманитари пулăшăвĕшĕн тав тăватăп. Волонтерсем урлă вĕсем пирĕн пата хÿтлĕх сеткисем, тĕрлĕ апат-çимĕç, вăл шутра - килте хатĕрлени, лавккара туянни, гигиена хатĕрĕсем çитереççĕ. Посылкăсене ачасен çырăвĕсене те хураççĕ, вĕсене вуланă хыççăн хамăрăн ачалăха аса илетпĕр. Ваçкассисем вара отпуска килекен салтаксене пушă алăпа ямаççĕ, тăван кил-йыш пекех вĕсем маншăн, тухса кайиччен пĕрле тĕл пулатпăр вĕсемпе, - терĕ Александр Иванов.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6