Çул-йĕр такăрланать

Категория: Общество Опубликовано: 23.05.2025, 13:56 Просмотров: 87

Муркаш округĕнчи çул-йĕре юсасси малалла пырать, çавна май ял урамĕсем, пысăк çулсем меллĕрех пулни аванах курăнать. Çак ĕçсене тĕрлĕ программа шайĕнче пурнăçлаççĕ: наци проекчĕпе, пуçарулăх бюджечĕпе тата тĕрлĕ бюджетпа.

Вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çул-йĕрне тата искусствăлла сооруженисене юсама, тытса тăма иртнĕ çул 175 млн ытла тенкĕ тăкакланă, 2020 çулта - 108,2 млн тенкĕ. 5 çулта çул-йĕр фончĕ икĕ хута яхăн ÿснĕ, 437,5 млн тенкĕ. Çак тапхăрта ялсен чиккисенчи 33,2 км çула 83 млн тенкĕлĕх юсанă, вăл шутра 2024 çулта - 3,2 км 13 млн тенкĕлĕх. Пуçарулăх бюджечĕн программи шайĕнче (5 çулта) 95 çулăн 66 км çинче 146 млн тенкĕлĕх юсав ирттернĕ, иртнĕ çул - 14,5 км 46 млн тенкĕлĕх.

Сăн ÿкерчĕкре куракан такăр çул Шаптак ялĕнче сарăлса выртать. Юсав ĕçĕ Центральная урамра 1-мĕш çуртран пуçласа 40-мĕш çурт таран пырать. Ăна вырăнти бюджетри укçа-тенкĕпе усă курса тăваççĕ. Асăннă объекта юсама 4 млн тенкĕ ытла уйăрма палăртнă. Шишкин уйрăм предпринимателĕн ĕçченĕсем активлă тăрăшаççĕ. Çак вăхăт тĕлне ĕçе вĕçне çитернĕпе пĕрех. Аса илтеретпĕр, республикăри 400 яхăн километр çула 2030 çулччен юсама, ăна валли 51 миллиард тенкĕ укçа уйăрма палăртнă, 20-шĕ – вăл шутран федераци бюджетĕнчен. «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ шайĕнче «Тойкилтĕ -Кĕртекасси» автоçулăн пĕр лаптăкĕ çинче те юсав ĕçĕсем иртмелле.

«Ял çĕнелет» проект Чăваш Ен Цифра министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6