Аса илтеретпĕр, 2026 çулта «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ шайĕнче обществăлла территорие хăтлăх кĕртме суйлас тĕлĕшпе пĕтĕм Раççейри он-лайн сасăлав малалла пырать.
Сасăлава хутшăнма çынсене округăн активлă волонтерĕсем пулăшаççĕ. Вĕсемпе Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçне пурнăçлаканĕ - территорисене хăтлăх кĕртессин тата аталантарассин управленийĕн ертÿçи Андрей Мясников тĕл пулчĕ, канашлу ирттерчĕ. Тĕп ыйту - 2026 çулта хăтлăх кĕртмелли обществăлла территорисемшĕн он-лайн сасăлава тивĕçлĕ шайра ирттересси. «Ума лартнă тĕллеве пурнăçлассине тата округра пурăнакансем Муркашăн тĕп лаптăкне хăтлăрах та илемлĕрех тăвассишĕн сасăлассине шанса тăратăп», - терĕ Андрей Мясников.
Иртнĕ çул муркашсен проекчĕсемшĕн он-лайн сасăлав ирттерессинче активлă ĕçленĕ волонтерсене Андрей Мясников Чăваш Республикин Строительство министерствин Тав çырăвне парса чысларĕ, малашне те хăтлăх ĕçĕсемшĕн пĕрле тăрăшмаллине палăртрĕ. Муркаш округĕн çыннисем Муркаш ялне – округ центрне - кану валли меллĕрех тăвассипе ку хутĕнче Муркаш ялĕнчи Комсомольски урамĕнчи пĕве таврашĕнчи обществăлла территоришĕн сасăлаççĕ. Ку иккĕмĕш тапхăрта пулмалли ĕç. Ăна пурнăçланă май Муркаш ялĕнчи «Сывлăх» спорт шкулĕ хыçĕнче татах тепĕр хăтлă кану вырăнĕ пулмалла. Пĕрремĕш тапхăрта тунă сцена, амфи-театр çумне балконпа тенкелсем хушса тума палăр- таççĕ. Çавăн пекех унти çула хăтлăх кĕртесси те вĕçленмелле. Ку таранччен тунă тата иккĕмĕш тапхăрта пурнăçламалли ĕçсемпе Муркаш территори пайĕн пуçлăхĕ Алексей Кириллов паллаштарчĕ. Канашлăва округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ Михаил Николаев та хутшăнчĕ, спорт шкулĕ хыçĕнче пулмалли лаптăка слайдпа кăтартрĕ. Проект туллин пурнăçлантăр тесен 4168 сасă пухмалла, хальлĕхе пухнă сасă шучĕ самай сахал. Çавăнпа та çынсене ку енĕпе активлăрах пулма ыйтас килет. Эсир унта хутшăнма манман-и; Сасăлассинчен уйрăлса ан юлăр. Хамăршăн хамăрăн тăрăшмалла. Сасăлава хутшăнас пулсан патшалăх услугисен порталне кĕмелле те za.gorodsreda.ru платформăра хăвăра килĕшекен объектшăн сасăламалла.
«Ял çĕнелет» проект Чăваш Ен Цифра министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Август 2026 |
