Москакассинче «Колокольчик» ача садне туни вырăнта пурăнакан çынсемшĕн парнепе танах. Москакассисем ăна тахçантанпах кĕтнĕ. Кĕçех çĕнĕ çурт хăйĕн алăкĕсене уçĕ, ачасене йышăнма пуçлĕ.
Шкулчченхи вĕренÿ объекчĕн строительствине «Демографи» наци проекчĕ те пысăк тÿпе хывать. 160 ача вырнаçмалăх çĕнĕ объекта иртнĕ çулхи март уйăхĕнче тума пуçларĕç. Объектри пĕтĕмĕшле ĕçсен хакĕ 219,3 миллион тенкĕпе танлашать. Учреждени хута кайнă май кунта ачасен çичĕ ушкăнне йышăнĕç. Объект ĕçлеме пуçлани ашшĕ-амăшне те, воспитательсене те ырă шанăç парать. Çĕнĕ объектра специалистсем валли ĕçлеме пачах та урăхла условисем пулĕç, паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекеннисем. Проект тăрăх кунта ачасем вылямалли лаптăксем, спорт зони пулмалла. Территоринче газонсем йĕркелеме, йывăç-тĕмсем лартма палăртнă. Ача садне кĕнĕ çĕрте велопарковка, çунашкасемпе коляскăсем лартмалли ятарлă вырăн пулмалла. Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов строительство ĕçĕ мĕнле пынине тишкерессипе вырăна тухса эрнесеренхи канашлу ирттерчĕ. Унта Москакасси территори пайĕн пуçлăхĕ Денис Кириллов тата депутатсен округри Пухăвĕн депутачĕ Светлана Расколова хутшăнчĕç. Вĕсем строительство ĕçĕ мĕнле пынипе паллашрĕç. «ГлавИнвестСтрой» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн прорабĕ Алексей Куропаткин строительство ĕçĕ мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, ĕçсем график шайĕнче йĕркеллĕ пыраççĕ, объектра кунсерен 50 ытла çын тăрăшать. Халĕ объектра шалти ĕçсене тăваççĕ, техника мероприятийĕсене ирттереççĕ, çавăн пекех котельнăйĕнче тата территоринче хăтлăх кĕртес ĕçсем юлаççĕ. Алексей Матросов строительство ĕçĕсене килĕшÿре палăртнă тăрăх вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама сĕнчĕ. Çĕнĕ çурт йышлă ача-пăчана кĕтет.
«Ял çĕнелет» проект Чăваш Ен Цифра министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Август 2026 |
