Муркашри Культура çуртĕнче майăн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалланă мероприяти питех те савăнăçлă та анлăн иртрĕ. Залĕ юсав хыççăн çутă, илемлĕ. Уяв сцени çинче пĕр харăсах икĕ мероприяти пулчĕ: пĕри - «Çемье - пысăк тĕлĕнтермĕш» ятпа виççĕмĕш хут иртекен çемье фестивалĕ, тепри - республикăри «Çулталăкри çемье» конкурсăн муниципалитет тапхăрĕ.
Çемье уявне хутшăнакансене Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ, хĕрарăмсен округри канашĕн ертÿçи Любовь Рыжкова саламларĕ. Çемьесене Пĕтĕм Раççейри «Ачалăх навигаторĕсем» проектăн муниципалитетри координаторĕ, «Раççейри ачасемпе çамрăксен центрĕ» ФГБУ-н ертсе пыракан эксперчĕ Алевтина Рожкова ăшă сăмахсем каласа ăнăçу сунчĕ. Çакна та палăртса хăвармалла, çемьесен уявĕ шăпах та «Ачалăх навигаторĕсем» организацин вырăнти уйрăмĕ пуçарнипе иртрĕ. Алевтина Рожкова каланă тăрăх, çемье пĕлтерĕшĕ пысăк, фестиваль çемье йăли-йĕркине упрама, ăна ăруранăрăва куçарма, çемье хаклăхне ÿстерме май парать. ЗАГС пайĕн ертÿçи Елена Иванова ăшă сăмахсем каларĕ. Вăл чылай çул пĕрле пурăнакан хисеплĕ мăшăрсене саламларĕ. Сумлă виçĕ мăшăр хутшăнчĕ уява. Муркашри Людмилăпа Георгий Пушкинсен - бриллиант туй. Мăшăр пурнăç çулĕпе алла-аллăн 60 çул утать. Ятманти Зойăпа Альберт Романовсем мăшăрланни 55 çул çитнине паллă тăваççĕ. Сăн ÿкерчĕкри Оринин тăрăхĕнчи Людмилăпа Евгений Симаковсем çемье çавăрнăранпа 55 çул çитнине паллă турĕç. Евгений Павлович Шупашкарти çурт-йĕр комбинатнче сварщик пулса ĕçленĕ. Ун хыççăн 10 çул хушши «Оринино» хуçалăхра тăрăшнă. Ĕçри тăрăшулăхне кура «Ĕç ветеранĕ» ята тата тĕрлĕ награда илме чыслă пулнă. Мăшăрĕ, Людмила Ивановна, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен хими комбинатĕнче аппаратчикра тăрăшнă. Унăн ĕçне Раççей шайĕнче те тивĕçлипех хакланă. Туслă мăшăр хĕрпе ывăл ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Паян вĕсем 3 мăнукĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнаççĕ. Юбилярсем уяв сцени çинче юбилей кĕнеки çине алă пусса çирĕплетрĕç, çамрăк чухнехи пекех пĕр-пĕрне ăшшăн çупăрласа саламларĕç. Йăли çавăн пек.
«Çемье - пысăк тĕлĕнтермĕш» фестивале вара 17 çамрăк çемье хутшăнчĕ. Çамрăксене аслисем те пулăшрĕç. Кашни çемьен ăсталăхĕ пысăк пулчĕ. Уяв сцени çине тухиччен вĕсем ал ĕçĕ тума вĕрентрĕç, интерактивлă площадкăра ăсталăх кăтартрĕç, пурте пултаруллă пулнине курса ĕнентĕмĕр. Ĕçсенче чăвашлăх туйăмĕ те палăрчĕ. Сцена çинче те вĕсем хăйĕсен пултарулăхне кăтартрĕç. Юрă-сăвăра тата ытти ĕçре патйĕркелÿçисене тав турĕç, çÿллĕ шайра иртнине палăртрĕç. «Сердца трех» тата «Два аккорда» эстрада ушкăнĕсем тата «Вдохновение» хореографи ансамблĕ уявпа саламларĕç.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
