Малашлăх утăмĕсем шкултан пуçланаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 23.05.2025, 13:37 Просмотров: 130

Иртнĕ юнкун, çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Муркаш муниципалитет округĕнче черетлĕ пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ăна ирттерме пирĕн патăмăра Чăваш Республикин Гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ Сергей Павлов килчĕ. Округ администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Матросовпа вырăнти ĕç-хĕлпе паллашнă хыççăн вĕсем тĕл пулăва пынисене йышăнчĕç. Кашнин ыйтăвнех тĕплĕн тишкернĕ хыççăн Алексей Николаевичпа Сергей Геннадьевич вĕсене вырăнлă сĕнÿсем пачĕç.

Тĕл пулусенче 2026 çулта «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕн шайĕнче обществăлла вырăнсене хăт кĕртме пĕтĕм Раççейри онлайн-сасăлав пирĕн округра епле пынине пăхса тухрĕç. Кунта çакна палăртса хăвармалла, Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансем онлайн-сасăлава хутшăнса «Сывлăх» спорт шкулĕ хыçĕнчи вырăна тирпей-хăт кĕртессишĕн те сасăлаççĕ. Тĕл пулăва пынисемпе ирттернĕ калаçура çак сасăлав йĕркипе округ администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов ăнлантарса пачĕ. Муниципалитет округĕнчи тĕл пулусем хыççăн информаци ушкăнĕ Ярославка территори пайĕнче пурăнакансемпе тĕл пулăва васкарĕ. Ялта пурăнакансемпе тата ĕçлекенсемпе, вĕрентекенсемпе, активистсемпе йĕркеленĕ тĕл пулу Нискассинчи вăтам шкулта иртрĕ.

- Тирпейлĕх пирĕн пĕрлехи алăра. Çавăнпа та ял çыннисем пурăнакан вырăнти тирпейлĕхшĕн тĕпрен илсен хăйсемех яваплă пулса тăраççĕ. Çакна сирĕн территори пайĕнче пурăнакансем лайăх ăнланаççĕ тесе шутлатăп, анчах пĕрле пулса тирпей-хăт кĕртессипе ĕçлемелли те çук мар. Вĕсене кая хăвармасăр татса парсан çеç эпир хамăр хыççăн ырă ят хăварăпăр. Пирĕн ĕçе çамрăк ăру курать, пурăна киле хăйсен тăрăшулăхĕпе ăна тивĕçлĕ хак парĕ. Ун чухне террито- ри пайĕнчи кашни кĕтес хăтлă вырăн пулса тăрĕ. Эсир ăна пурнăçа кĕртме пултарасса шанатăп, - терĕ пĕрлехи информаци кунне уçса Чăваш Республикин Гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ Сергей Павлов ял çыннисене уçă калаçăва чĕнсе. Юлашки кунсенчи çумăрсене пăхмасăрах çĕр ĕçченĕ уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курса çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçлесе пырать. Паян территоринчи кашни çĕр участокĕпех хресчен (фермер) хуçалăхĕсем туллин усă курма тăрăшаççĕ. Ку вăл ял çыннисем малашлăха пăхса пурăннине çирĕплетет тесе шутлатăп. Çÿлерех каланă пек ÿкерчĕксене паян Ярославка территори пайĕнчи ĕç коллективĕсенче пулса курсан та, кунти ял çыннисемпе ирттернĕ тĕл пулусенче те туллин курма май пулать. Ял çынни патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курса тата хăйĕн тăрăшулăхĕ çине шанса аталану çулĕпе утать. Çакна пĕрлехи информаци кунĕнче Нискасси вăтам шкул директорĕ Алексей Дмитриев та, Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан - вĕренÿпе çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова та, Ярославка территори пайĕн пуçлăхĕ Николай Петров та хăйсен тĕслĕхĕсемпе çирĕплетрĕç. Тĕл пулăва хутшăнакансем шкул пурнăçĕн ыйтăвне хускатрĕç. Вĕсене хуравласа Зоя Дипломатова Муркаш тăрăхĕнче ку енĕпе епле ĕçлесе пынине тĕплĕн каласа пачĕ. Юлашки 5 çулта «Точка роста» вĕрентÿ центрĕсем 11 шкулта уçăлнă, шкулсенчи кивелнĕ 15 автобуса çĕнетме май килнĕ. Пĕр шкулта капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ, 2 шкулăн территорине хăт кĕртнĕ. 2024 çулта ачасене вĕрентекен 5 организаци грант кон- курсĕсен çĕнтерÿçисем пулса тăнă. Иртнĕ çул пĕр вĕренекен пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче 100 балл пухма пултарнă. Шкулта вĕренекенсенчен 751 ача (14 -17 çулсенчи ачасен 90,3 проценчĕ) «Пушкин картти» программа участникĕсем пулса тăнă. Кунпа пĕрлех шкулта вĕренекенсем муниципалитет округĕнчи культура учрежденийĕсем йĕркеленĕ 124 мероприятие хутшăннă. Ачаллă çемьесене регион пулăшăвĕ парасси тата ачасене тĕллевлĕ вĕрентессин уйрăмлăхĕсем çинче те чарăнса тăчĕ Зоя Дипломатова. Тĕл пулусенче çу кунĕсенчи шыва кĕ-мелли тапхăрта пурин те асăрхануллă пулмалли ыйтăва та пăхса тухрĕç. Чăваш Республикин Гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ Сергей Павлов шкулти калаçура шыва кĕмелли тапхăрта тимлĕ пулмалли пирки те асăрхаттарса хăварчĕ. Республикăра çу кунĕсем валли 8 пляж тата шыва кĕме ятарласа пăхнă 130 вырăн хатĕрленĕ. Тĕл пулура çут çанталăк газĕпе усă курнă чухне асăрханмалли пирки те уçăмлă калаçу пулчĕ.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6