Çамрăксене - анлă çул

Категория: Общество Опубликовано: 23.05.2025, 13:30 Просмотров: 74

Ыран округри шкулсенче юлашки шăнкăрав янăрать. Кăçал пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулсенчен 130 çамрăк вĕренсе тухать. Патшалăх пĕрлехи экзаменĕсене тытса вĕсем анлă пурнăç çулне суйлаççĕ. Тăххăрмĕш класа 315 ача вĕренсе пĕтерет. Патшалăх тĕп экзаменĕсене тытса вĕсем те малашлăх çулне палăртаççĕ. Сăн ÿкерчĕкре эсир Çатракассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкултан вĕренсе тухакан çамрăксене куратăр. Кăçал ку шкултан 16 яшпа хĕр пĕлÿ илсе тухать. Çамрăксен тĕллевĕсемпе ĕмĕчĕсем пысăк. Пурнăçа кĕрсе пыччăр вĕсем. Пурне те ăнăçу сунатпăр! Телейлĕ пулăр!

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6