Олег Николаев: «Ашшĕ-амăшĕ те хутшăнĕ»

Категория: Общество Опубликовано: 23.05.2025, 13:26 Просмотров: 152

Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗн тӗп тапхӑрӗччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ. Кӑҫал республикӑри 5 пине яхӑн вунпӗрмӗш класра вӗренекен хӑй пӗлӗвӗпе хӑнӑхӑвне кӑтартма хатӗр. Ҫапла пӗлтернӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче. Эпир тӗрӗс наукӑсене суйлакан ачасен йышӗ ӳснине куратпӑр: кӑҫал вӗренсе тухакансен 21 проценчӗ физикӑна, 59 проценчӗ профиль математикине, 19 проценчӗ биологие тата 16 проценчӗ химие суйланӑ. Ҫакӑ ашшӗ-амӑшӗпе, педагогсемпе тата предприятисемпе пӗрле ӗҫленин кӑтартӑвӗ. Экзаменсене 5 пин пункт работникне, экзамен комиссийӗн 200 членне тата 300 ытла сӑнавҫӑна явӑҫтарнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ пӗрремӗш хут сӑнавҫӑсем пек хутшӑнма пултарать. Материалсемпе, резерври ҫыхӑну каналӗсемпе, онлайн-видеосӑнавпа тивӗҫтернӗ тата экзаменсене тӗрӗслесе тӑма Регионти лару-тӑру центрне йӗркеленӗ. Пур процесс та ҫӳллӗ йӗркелӳ шайӗнче тата йӗркене пӑсмасӑр иртни кирлӗ. Пирӗн ачасем çакна пултарасса шанатӑп! Экзаменсенче пурне те ӑнӑҫу сунатӑп!

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6