Пурнăç çулĕ çемьерен пуçланать

Категория: Общество Опубликовано: 16.05.2025, 12:56 Просмотров: 125

Майăн 15-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ. Ăна паллă тума пуçлассине ООН Генеральнăй Ассамблейи 1993 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Тепĕр çулхи майăн 15-мĕшĕнче çак куна уявлама тытăннă.

Уявăн тĕп пĕлтерĕшĕ çемье хаклăхне ÿстересси, общественноçа çемье ыйтăвĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрма хистесси пулса тăрать. Çемье - обществăн тĕп тытăмĕ, унта килĕшÿпе ăнланулăх хуçаланать, çирĕп çемье кăна çĕршыв тĕрекĕ пулма пултарать, хăтлă кил-йышра кăна ача хăйне телейлĕ туять. Пирĕн округра хисеплĕ çемье сахал мар, вăл шутра сăн ÿкерчĕкри мăшăр та. Оринин территори пайĕнчи Ирина Германовнăпа Юрий Георгиевич Скворцовсем – вĕренÿ сферин ĕçченĕсем, ачасем кăмăллакан учительсем. Ирина Германовна Оринин шкулĕнче ачасене физикăпа вĕрентет, вĕсене тĕрлĕ конкурспа олимпиадăна хутшăнма хатĕрлет. Вăл учительте ĕçлеме пуçлани кăçал 40 çул пулать. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ вара унтан та ытларах, студент çулĕсенче вĕреннĕ хушăра ĕçлеме те ĕлкĕрнĕ. Аслă категориллĕ вĕрентекенĕн тăрăшулăхĕпе пултарулăхне тĕрлĕ шайри Хисеп грамотипе Тав хучĕ çирĕплетет. Юрий Георгиевич вара Шурча шкулĕнче тăрăшать, математика, физика, ОБЗР урокĕсене ертсе пырать. Çавăн пекех ăна класс ертÿçи пулма шаннă. Ачасене пĕлÿ парас ĕçре вăл 38 çул тăрăшать. Юрий Георгиевич та пĕтĕмĕшле стажа 40 çултан каçарнă, хăй вăхăтĕнче хастар студент аслă пĕлÿ илнĕ хушăрах вĕренÿ заведенийĕнче лаборантра ĕçленĕ. Аслă категориллĕ учителĕн ăсталăхне Раççей Федерациĕн Вĕренÿ министерствин Хисеп хучĕ тата ытти чыслав çирĕплетет. Хисеплĕ вĕрентекенсем - ĕç ветеранĕсем. Скворцовсем икĕ ача ÿстерсе ура çине тăратнă. Вĕсен ывăлĕ Георгий Юрьевич вара пурнăçра ашшĕ-амăшĕн çулне суйласа илнĕ. Халĕ вăл Ильинка шкулĕнче ачасене физкультура вĕрентет, ашшĕ-амăшĕн ĕçне тĕслĕхе илме тăрăшать. Скворцовсен çемйине Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕпе саламлатпăр, ĕçре ăнăçу, çемьере килĕшÿ сунатпăр.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6