Çамрăка çапса кÿрентернĕ

Категория: Общество Опубликовано: 16.05.2025, 12:38 Просмотров: 132

Муркаш район прокуратури вырăнти хĕрарăм ыйтăвĕ тăрăх тĕрĕслев ирттернĕ, вăл хăйĕн çул çитмен ачин правине хÿтĕлеме ыйтнă. 2022 çулхи январь уйăхĕнче Тивĕш ялĕ патĕнчи обществăлла транспорт чарăнăвĕнче ÿсĕр арçын 15 çулхи çамрăкпа хирĕçме пуçланă, ăна питĕнчен çапнă. Çакăн пек йĕркесĕрлĕхшĕн арçынна РФ КоАПĕн 6.1.1. статйинчи йĕркене (побои) пăснăран административлă яваплăха кĕртнĕ. Суд ăна 5 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă. Çамрăка аслă çын çапни ыраттарнине тата çакă ăна кÿрентернине шута илсе район прокуратури ăна мораль тĕлĕшпе сиен кÿнишĕн саплаштарма суда ыйтупа тухнă. Суд прокуратура ыйтăвне çирĕплетнĕ, арçынран 3 пин тенкĕ тата суд тăкакне шыраса илме йышăннă.

Хĕрарăма сиен кÿнине саплаштарать

Район прокуратурине 2 ушкăнри инвалид хăйĕн правине хÿтĕлеме ыйтупа тухнă. 2024 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче 42 çулхи арçын çак хĕрарăмпа хирĕçме пуçланă, ăна кÿрентернĕ. 2 ушкăнри инвалида пуçĕнчен темиçе хутчен çапнă. Ку, паллах, хĕрарăма ыраттарнă. 42 çулхи арçынна суд РФ КоАПĕн 6.1.1. статйинчи йĕркене (побои) пăснăран административлă яваплăха кĕртнĕ. Суд арçынна 5 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă. Инвалида çапла кÿрентернĕшĕн район прокуратури унăн хÿтлĕхне тăнă, хĕрарăм социаллă хÿтлĕхсĕр категорие кĕнине шута илнĕ. Прокуратура ăна мораль тĕлĕшпе саплаштарма ыйтнă. Суд ыйтăва пăхса тухнă, арçынна 10 пин тенкĕ тÿлеттерме йышăннă.

Алексей ГАЛАХОВ, район прокурорĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6