Палăк умĕнче

Категория: Общество Опубликовано: 16.05.2025, 12:09 Просмотров: 151

Шомик ялĕн клубĕнче вырăнти ял çыннисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă уяв иртрĕ. Мероприятие ял клубĕн ертÿçи Валентина Алаевăпа Шомик шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Дарья Прокопьева тата Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Кондукторова шкул ачисемпе пĕрле йĕркелерĕç.

Шомик шкулĕнче вĕренекен ачасем палăк патĕнче караул тăчĕç. Чи малтанах 1 – 3-мĕш класс ачисем уяв концерчĕпе савăнтарчĕç. Вĕсем Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе сăвăсем каларĕç, юрăсем янраттарчĕç, сценкăсем лартса пачĕç. Атăльялти 2-мĕш класа каякан Вероника Плотникова та сăвă каларĕ. «Çĕнтерÿ» юрă янăрарĕ. Александр Фадеев хăйĕн уçă сассипе «Эх, дороги» юрра шăрантарчĕ. «Чечеклен, Муркаш ен» юрă та куракансене кăмăла кайрĕ. Пурте пĕрле «Катюша» юрра юрларăмăр. «Вăрçă вăхăтĕнче аслисем кăна мар, сирĕн пек пĕчĕк ачасем те Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Кахалланса ларман, нумай ĕçленĕ. Сивĕпе выççа пăхмасăр ашшĕ-амăшĕсене пулăшнă», – терĕ Дарья Прокопьева.

«Вăрçă ачисем» ятлă сценка кăтартрĕç. Залра ларакан ветерансемпе куракансем тăвăллăн алă çупрĕç. Çавăн пекех ачасем Михаил Шолоховăн «Они сражались за Родину» фильмри пĕр сценкăна лартса пачĕç. Пурте пĕрле «Çĕнтерÿ кунĕ» юрра юрларăмăр. Уяв кунĕ ячĕпе Германире тăнă Совет çарĕн ушкăнĕн ветеранĕсем Николай Смирнов, Владимир Ямангеев, Юрий Николаев тата Чечен вăрçин ветеранĕ Сергей Ильмендеров саламларĕç. Стройри ветерансемпе пухăннисем пĕр хушă шăп тăчĕç. Эпĕ вăрçă хыççăн 1945-1994 çулсенче Германи çĕрĕ çинче юлнă çар чаçĕсенче 108 пин чăваш каччи çар тивĕçне пурнăçлани çинчен каласа кăтартрăм. Унтан хамăн «Впервые на чувашской земле» кĕнекене Шомик шкулне парнелерĕм. Владимир Ямангеев çемьерен 6-ăн, ашшĕнчен пуçласа, Германи çĕршывĕнче пĕтĕмпе 15 çул хушши çар тивĕçне пурнăçлани çинчен каласа кăтартрĕ. Хорнсорти Полина Плотникова Ольга Киевскаян «Баллада о матери» сăввине вуласа пачĕ. Пĕр хушă шăп тăнă хыççăн ачасем палăк умне чăрăш кăшăлне, ветерансем чечексем хучĕç. Унтан кĕвĕ çеммипе çаврăнса Çĕнтерÿ вальсне ташларĕç. Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ Владимир Ямангеев паян салтаксене тăтăш пулăшакан хĕрарăмсене парнесем парса чысларĕ. Малалла уява Шомик клубĕ çумĕнчи «Атăл хумĕсем» пултарулăх ушкăнĕ тăсрĕ. Валентина Алаева хăй те сцена çинчен вырăсла тата чăвашла юрăсем шăрантарчĕ. Юлия Бычкова «Синий платочек» юрра юрларĕ тата чăваш ташшине питĕ ăста ташларĕ. Светлана Филиппова салтаксен ячĕпе çырнă сăввине вуласа пачĕ. «Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать» юрра залра ларакансем те сцена çинчи артистсемпе пĕрле юрларĕç.

Николай СМиРНОВ. Атăльял.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6