Пирĕн телейлĕ те ирĕклĕ кун-çулшăн пынă хаяр вăрçа Оринин ял тăрăхĕнчи ялсенчен 698 çын хутшăннă. Мăшăрĕ е ашшĕ, ывăлĕ е пиччĕшĕ пирки пăшăрхантаракан хыпар илмен çемье çукпа пĕрех. Вĕсенчен 384-шĕ Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илеймен, хаяр çапăçусенче хăйсен пурнăçне Тăван çĕршывшăн панă.
Майăн 8-мĕшĕнче Оринин ялĕнче Аслă Çĕнтерÿ 80 çул çитнине халалласа митинг иртрĕ. Çак кунччен кунти территори пайĕпе ветерансен канашĕн представителĕсем Лантăш, Атапай, Пăсăрман тата Мулкачкасси ялĕсене çитрĕç. Вăрçăра çапăçса паттăрла пуç хунисене чысласа лартнă обелисксемпе палăк тата стела умне чĕрĕ чечек çыххисем хучĕç, унта пухăннисемпе пĕр минут шăп тăчĕç. Шкул ачисем асăннă уяв ячĕпе сăвă-юрă парнелерĕç. Вĕсем палăксемпе обелисксем умĕнче хисеплĕ хуралта тăчĕç. Орининти палăк умне те ку тăрăхри ялсенчен халăх йышлăн пухăнчĕ. Вĕсен ретĕнче ваттисемпе çамрăксем, шкул ачисем те пур. Çакă хаяр вăрçăра пуç хунă ентешĕсене çамрăксем асра тытнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Ветерансен канашĕн Ертÿçи В.И. Вязов митинга уçса пухăннисене Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 80 çул çитрĕ. Анчах та пирĕн çĕршывăмăра гитлеровецсен хÿрешкисемпе бандеровцсем каллех нимĕç танкĕсемпе Тата Хĕвел анăçăн хĕçпăшалĕпе хăратма пăхаççĕ. Паян пирĕн ентешсем, ытти халăхсемпе пĕрле, ирсĕр каварçăсене хирĕç паттăррăн çапăçаççĕ. Тăшмана хирĕç тăма яланах сыхă пулмалла. Хаяр вăрçă текех нихçан та ан пултăр! Ÿссе çитĕнекен çамрăк ăрăва телей сунатпăр. Çавăнпа та вĕсен халĕ тăрăшса вĕренмелле. Çапла палăртрĕç хăйсен сăмахĕнче Валерий Ивановичпа территори пайĕн пуçлăхĕ В.Ю. Пушкова тата Оринин шкул директорĕ Н.В. Щукин. Çавăн пекех пухăннисене Муркаш округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ертÿçи Т.В. Павлова, депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн депутачĕ П.Н. Вязов тата ыттисем саламларĕç.
Аслă уяв ячĕпе саламлама Сентимĕр ялĕнчи Э. Музыков та хутшăнчĕ. 44 çулти хастар салтак Эдуард Евгениевич чун-чĕре хистенипе 2022 çулхи октябрь уйăхĕнченпе Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнать. Ĕçре пиçĕхсе ÿснĕскер, кунта та йывăрлăхсенчен хăрамасть, тивĕçе ответлăха туйса пурнăçлать. Ахальтен мар ĕнтĕ хастар разведчик Жуков медальне тата «Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медале тивĕçнĕ. Отпуск вĕçленсен каллех ятарлă çар операцине каять. Вăл уява пухăннисене Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламларĕ, таса сывлăх, мирлĕ тÿпе сунчĕ. «Совет халăхĕпе Хĕрлĕ çар пĕрле пулнипе ирсĕр тăшмана çапса аркатнă. Халĕ те эпир çĕнтеретпĕрех!» - терĕ Э. Музыков. Муркашри чиркÿ настоятелĕ Михаил атте çапăçу хирĕнче вилнисене асăнса панихида ирттерчĕ.
Çĕнтерÿ кунне халалланă уяв программи анлă пулчĕ. Унта хутшăннисене Орининти Культура çуртĕнче халăх театрĕн артисчĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, В. Ежов çырнă «Шăпчăк юрланă каç» драмăн кĕске сыпăкне выляса пачĕç. Уява пухăннисене Оринин вăтам шкулĕнчи тата кунти Çветтуй Троица чиркĕвĕнчи вырсарни шкулне çÿрекен ачасем, Атапай клубĕ çумĕнчи «Сурпан» пултарулăх ушкăнĕ тата «Орин ен» ветерансен хорĕ илемлĕ юрăсемпе тата ташăсемпе хавхалантарчĕç. Уява килнисем А. Терентьев çырнă «Баллада о матери» сăвва В. Васильев вуланине чун-чĕререн ырласа йышăнчĕç, хăшĕсен куççулĕ те тухрĕ. Пирĕн ентешсем те Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнни пирки маларах асăнтăм ĕнтĕ. Унта Патаккассинчи Юрий Александровичпа Алевтина Григорьевна Ивановсен икĕ ывăлĕ те кайнă. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ, иккĕшĕ те çемьеллĕ. Евгенийăн виçĕ ача, Алексейăн ултă ача. Иккĕшĕ те 2021-мĕш çулта çĕршыв чĕннипе ятарлă çар операцине тухса кайнă. Анчах Евгений Юрьевич 2024-мĕш çулхи мартăн 24-мĕшĕнче тăрла çапăçса пуçне хунă. Раççей Президенчĕ В. Путин ăна орденпа наградăланă. Тепĕр ывăлĕ Алексей Юрьевич вара çар тивĕçне малалла пурнăçлать. Хастар çемьене халалласа виççĕмĕш класра вĕренекен Елена Пушкова, Мария Котельникова «Плач матери» сăвва кашнин кăмăлне пырса тивмелле вуларĕç. Ăна вара асăннă вăтам шкулта вĕрентекен Светлана Вязова çырнă. Çавăншăн ачасемпе вĕрентекене Ивановсем чун-чĕререн тав турĕç. Оринин тăрăхĕнче пурăнакансем пысăк йышпа пухăнса паллă турĕç аслă уява. Çав кунсен çухалмĕ чапĕ - çапла пĕтĕмлетрĕç уява пухăннисем.
Александр ШАРИКОВ, ветерансен канашĕн членĕ.
Август 2026 |
