Муркаш муниципалитет округĕнче паян уй-хир ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ. Оперативлă кăтартусене тишкерсен, иртнĕ юнкуна хресчен çуртрисене 7000 гектара яхăн акса хăварнă. Малтуртăмлă ĕçлекен хуçалăхсем ака ĕçне пĕтĕм лаптăкра вĕçленĕ. Умра – выльăх апачĕллĕх кукуруза, çĕр улмипе пахча çимĕç акасси-лартасси. Ĕçе вăхăтра пурнăçлани - пулас тухăç никĕсĕ.
Хамăр инф.
Август 2026 |
