Олег Николаев: «Ҫынсен шухӑшне шута илетпĕр»

Категория: Общество Опубликовано: 16.05.2025, 11:36 Просмотров: 127

Аслӑ экономика канашӗн президиумӗн пӗрремӗш ларӑвӗнче эпир Чӑваш социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2030 ҫулчченхи Комплекслӑ программине пурнӑҫламалли тӗп ыйтусене сӳтсе яврӑмӑр. Ҫапла пӗлтернӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче. Программӑна 600 ытла инвестици тата 2350 ытла инфратытӑм проекчӗ Ҫӗнӗрен 47 инфратытӑм проектне хута яма килӗшнӗ. Вӗсене актуализацилес тӗлӗшпе ҫулталӑкӗпех ӗҫлӗпӗр. Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулталӑк вӗҫнелле кашни муниципалитет хӑйӗн аталанӑвӗн мастер-планне тӑратмалла. Эпир ҫак программӑсене хӳтӗлеме стратегилле сессисем ирттерӗпӗр, унта пурӑнакансен шухӑшне шута илӗпӗр. Ҫакӑ пире ҫынсене чӑннипех кирлӗ проектсем кӗртме май парать. Хальхи вӑхӑтра муниципалитетсем хӑйсен стратегилле докуменчӗсене хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6