Офицер хастар салтаксем хатĕрленĕ

Категория: Общество Опубликовано: 07.05.2025, 13:43 Просмотров: 217

Сăн ÿкерчĕкре Алексей титов капитана куратăр. вăл 1923 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнче Йÿçкасси ял советне кĕнĕ Патаккасси ялĕнче çуралнă, вырăнти шкулта тăхăр класлă пĕлÿ илнĕ. Ашшĕ - Тит Игнатьев (1886 - 1942), амăшĕ - Татьяна Степанова (1901 çулта çуралнă, вилнĕ çулне палăртман).

Алексей Титов «Броневик» колхоз бригадирĕнче ĕçленĕ. 1940 çулта вара ăна çак колхоза ертсе пыма шаннă. Çамрăк ертÿçĕн çутă малашлăхĕ пысăк пулнă, анчах тепĕр çулта вăрçă пуçланнă. 1942 çулхи мартăн 23-мĕшĕнче Элĕк çар комиссариачĕ колхоз председательне фронта кайма алла повестка панă. Малтанах вăл Инçет Хĕвел тухăç фронтне лекнĕ. Бикин хулинчи полк шкулĕн курсанчĕ пулнă. Каярах Хабаровскри артиллери училищинче вĕреннĕ. Ун хыççăн ăна взвод командирĕ пулма çирĕплетнĕ. Вăл ертсе пыракан взвод хĕрÿ çапăçусене хутшăннă. «Будучи курсантом Артучилища, показал себя как дисциплинированный, требовательный к себе курсант, настойчив в учебе, преподаваемый материал в общей сложности усваивал хорошо. Изучает опыт Отечественной войны. Вывод: тов. Титов достоин присвоения первичного офицерского звания «младший лейтенант», использовать на должности командира огневого взвода». Шанăçа вăл тÿрре кăларнă, çапăçусенче хастарлăх кăтартнă, Аслă Çĕнтерĕве Краскино станцире кĕтсе илнĕ. Çапах та тăван киле таврăнайман-ха вăл. 1945 çулхи августăн 9-мĕшĕнчен пуçласа 19-мĕшĕччен яппун самурайĕсемпе çапăçнă. Августăн 16-мĕшĕнче А. Титов хăйĕн взвочĕпе тăшманăн батальон пушкине, 3 пулеметне, 4 гранатометне тĕп тунă. Çакăншăн ăна правительство наградипе чысланă. Çар хаклавĕнче çапла çырнă: «Взвод младшего лейтенанта Титова точно и своевременно выполнял поставленные перед ними задачи. Взвод, которым командует Титов, имеет хорошие и отличные показатели. Он заботится о подчиненных. Культурный и вежливый, растущий офицер. Пользуется деловым, большим авторитетом. Достоин очередного звания «лейтенант». Алексей Титов Совет çарĕн йышĕнче 1945 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа 1948 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕччен Çурçĕр Корейăра пулнă. Ăна Уссурийск полкĕн механизациленĕ 34 взвод командирĕ пулма шаннă. Каярах Алексей Титова Атăл çи çар округĕн распоряженине куçарнă, ăна тĕрлĕ пысăк должноç шаннă. Тепĕр хаклав: «Старший лейтенант более 6 лет руководит политическими занятиями с сержантским и рядовым составом. Все слушатели - дисциплинированные воины, имеют по боевой и политической подготовке, сбережению техники только отличные и хорошие показатели. Титов - отличник боевой и политической подготовки. Представлен к выдвижению на должность заместителя командира артиллерийской батареи. За отличные показатели заслуживает награждения». Тепĕр çитĕнÿ, капитана çитнĕ вăл. Документсенче вăл çирĕп наставник пулнине, салтаксене хăйĕн ÿсĕмĕсене тĕпе хурса вĕ рентнине палăртнă, тĕслĕхри вĕрентекен шутланнă. 1952 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнче Германие тухса кайнă. Унта çар тивĕçне 3 çул пурнăçланă. 1955 çулта ГСВГ çарĕ йышĕнче вăл Людвигслут хулине çитнĕ. 1956 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче ăна саппаса кăларнă. Çар ĕçне тивĕçлĕ шайра пурнăçланăшăн ăна «Хастарлăхшăн», «Японие çĕнтернĕшĕн», «Корейăна ирĕке кăларнăшăн», «Çарти вĕçĕсемшĕн» медальсемпе чысланă. Пĕтĕмпе вăл çар ĕçĕнче 13 çул пулнă, вăл шутра офицер должноçĕнче - 12 çул. Вăрçă çулĕ уншăн вăрăм пулнă. Вăл киле 1956 çулхи январь вĕçĕнче кăна килнĕ. Мирлĕ пурнăçа таврăнсан ăна «Знамя коммунизма» колхоза ертсе пыма шаннă. Вăрманкассинчи кирпĕч завочĕн ертÿçинче тăрăшнă.

Роза ИЛЛАрИОнОвА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6