Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртекен «Иннопром. Вăтам Ази» промышленноç выставкинче Узбекистан Республикинчи Бухара облаçĕн Хокимĕпе Ботир Зариповпа тĕл пулнă. Чăваш Республикипе Бухара облаçĕ суту-илÿпе экономика, социаллă тата культурăпа гуманитари сферисенче килĕштерсе ĕçлеме килĕшÿ çине алă пуснă. Çакăн тĕллевĕ - халăхсем хушшинчи туслăха тата тулаш экономика çыхăнăвĕсене аталанма пулăшасси. «Çывăх вăхăтра Бухара облаçĕн официаллă делегацийĕ Чăваш Республикине килсен эпир Узбекистан Республикипе тĕрлĕ облаçра килĕштерсе ĕçлессине икĕ енлĕн тĕплĕ пăхса тухăпăр. Шыв хуçалăх министерствипе алă пусса çирĕплетнĕ Меморандум пирĕн республикăри электротехника кластерĕн предприятийĕсене Узбекистана шывпа тивĕçтерес ыйтăва татса пама пулăшма май парĕ. Ку вăл – тĕрлĕ хăватлă насоссем туса кăларасси тата вĕсемпе ĕçлессине автоматизацилесси. Ку вăл пирĕн партнерсене шывпа тата электричество хăвачĕпе, ытти ресурспа перекетлĕ пулма май парĕ. Çакăн пек туслă çыхăнса ĕçлессине Узбекистан Республикин Президенчĕпе Шавкат Мирзиăевпа Раççей Правительствин Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Денис Мантуров пысăк хак пачĕç», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи «Иннопром. Вăтам Ази» промышленноç выставкине Чăваш Республикинчен 10 предприяти хутшăннă. Вĕсенчен пĕри - пирĕн округра ĕçлекен «Шупашкарти «Çеçпĕл» предприяти». Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пирĕн округри предприятисен Узбекистан Республикин тĕрлĕ аталану программине хутшăнма килĕшÿ пуррине палăртнă. Вăл шутра чукун çулсем тăвасси, технологи процесĕсене йĕркелемелли автоматизаци системисене пурнăçа кĕртесси т. ыт. те. Кĕске справка. Раççейри транспорт машинисем тата йывăр станоксем хатĕрлессипе, пысăк калăпăшлă металл конструкцийĕсем тăвассипе ĕçлекен ертсе пыракан «Шупашкарти «Çеçпĕл» предприяти» хупă акционер обществи выставкăна çĕнĕ ВМЭД-01 компактлă электродвигателĕн макетне тăратнă.
Хамăр инф.
Август 2026 |
