Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнине халалланă уяв Муркашра майăн 9-мĕшĕнче иртет.
Уява хутшăнакансем Муркашра спорт шкулĕ умĕнчи лаптăка 10 сехет те 30 минутра пуçтарăнаççĕ. Уяв 11 сехетре пуçланать. Уявра округ ертÿлĕхĕ, хăнасем, шкул ачисем Çĕнтерÿ уявĕпе саламлаççĕ. Шкул çулне çитмен ачасен тата юнармеецсен парачĕ пулать. Яланхи пекех çамрăксен авточупăвĕ старт илет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене чысласа лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хураççĕ.
Унтан Тури чăвашсен музейне çитсе кураççĕ. Çĕнтерÿ паркĕнче интерактивлă лаптăксем ĕçлеççĕ. Кăнтăрла «Эпĕ астăватăп! Эпĕ мăнаçланатăп!» 12-мĕш фестиваль çĕнтерÿçисен концерчĕн (ачасен) пĕрремĕш пайĕ иртет. Каçхине 19 сехет те 30 минутра çак концертăн иккĕмĕш пайĕ пуçланать. Уяв 21 сехет те 30 минутра Çĕнтерÿ салючĕпе вĕçленет.
Август 2026 |
