Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег николаев хушăвĕпе ятарлă çар операцине хутшăнакансем тата вĕсен çемье членĕсем валли «Шаг в мирную жизнь» регион проекчĕ ĕçлеме пуçлать. «Шаг в мирную жизнь» программа – патшалăх пулăшăвĕн комплекслă программи. Ятарлă çар операцийĕнчене ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси малти вырăна тухать. Кăçал çĕнĕлĕх вăя кĕчĕ, вĕсем çар тивĕçне пурнăçланă вăхăтра вĕсен ĕç вырăнĕ сыхланса юлать. Вĕсемпе тунă ĕç килĕшĕвĕ пăрахăçланмасть, вăхăтлăх чарăнать кăна. Çакна РФ Ĕç кодексĕнче çирĕплетнĕ. Олег Николаев çĕнĕ пуçару сĕннĕ, ветерансен ĕç вырăнне резервра тытмалла, пур шайри ĕç паракана та çакна ырлама сĕннĕ. «Пирĕн регионшăн ку - çĕнĕлĕх тата ĕçпе тивĕçтерекен службăпа ĕç паракан организаци килĕшÿ туни - лайăх практика. Çапла майпа пирĕн çар çыннисем мирлĕ пурнăçа хăвăртрах таврăнма пултарĕç. Республикăра СВО-на хутшăнакансем валли патшалăх пулăшăвĕн мелĕсем анлă. Çак система ĕçе вырнаçассипе вĕсене меллĕ услови туса парать. Енчен те ветеран ĕç вырăнне е ĕç сферине улăштарма шухăшланă пулсан кадр центрĕсем унăн квалификацине ÿстерме, кирлĕ професси илме е харпăр хăй ĕçне уçма тата çак ĕçсенче комплекслă пулăшаççĕ. Ветерансем тÿлевсĕр вĕренме, хушма професси илме пултараççĕ, кăçалтан ку ĕç «Кадры» наци проекчĕ шайĕнче пулса пырать. Ветерансене харпăр хăй ĕçне уçма пĕр хутчен укçа пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ.
Август 2026 |
