Шупашкар уява чĕнет

Категория: Общество Опубликовано: 07.05.2025, 13:23 Просмотров: 110

Тĕп хулара уяв майăн 9-мĕшĕнче республика тĕп хулинчи «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕнчи ĕмĕр сÿнми çулăм умне чĕрĕ чечексем хунинчен пуçланать.

Шупашкарти Республика тÿремĕпе 12 сехетре тĕп хула гарнизонĕн пĕрлехи полкĕ тата çар техники иртет, кунта 1200 çын тата 70 çар техники хутшăнать. «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнакансем иртнĕ çулсенчи пекех Наци библиотеки умĕнче 11.30 сехетре пухăнаççĕ, Ленин проспекчĕпе анса Хĕрлĕ лапама çитеççĕ.

Республикăн тĕп хули 2025 çулхи майăн 9-мĕшĕнче 1945 çулхи Çĕнтерÿ кунне аса илтерет. Кунта «Çĕнтерÿллĕ май уйăхĕ» ятпа 80 çул каялла Шупашкарта пулса иртнине кăтартса параççĕ. Ретроспектива «Çĕнтерÿ моди», «Ĕç мухтавĕн хули», «Çĕнтерÿ сасси» тата «Çĕнтерÿ вальсĕ» ятарлă проектсенчен тăрать. «Çĕнтерÿ моди» Чăваш Ен вăрçăран мирлĕ пурнăçа таврăннисене кăтартса парать. Проект республика тÿремĕнче 16 сехетре пуçланать. Унта çынсем 1940 -1950 çулсенче Чăваш Енре те сарăлнă модăпа çĕленĕ тумтире тăхăнса пыраççĕ. «Çĕнтерÿ моди» проекта хутшăнакансем те Республика тÿремĕпе утаççĕ. «Ĕç мухтавĕн хули» проект Шупашкарти предприятисен историне аса илтерет. Кăмăл тăвакансем 16 сехетрен тытăнса тĕп хулари Ĕç мухтавĕн стелли вырнаçнă интерактивлă лапамра Шупашкарти завод-фабрикăн вăрçă çулĕсенчи ĕçĕ-хĕлĕпе, хула çыннисем производствăна хывнă тÿпепе паллашаççĕ. Вăрçă вăхăтĕнче продукци туса кăларнă предприятисем хăйсен экспоначĕсене кăтартаççĕ.

«Çĕнтерÿ сасси» проект 1945 çулта историе кĕрсе юлнă аслă саманта аса илтерет. Майăн 9-мĕшĕнче каçхи 10 сехетре Совинформбюро фашистла Германи капитуляциленни çинчен пĕлтернĕ, çак хыпара совет халăхĕ тăвăллăн алă çупса, пĕр-пĕрне ыталаса, юрласа-ташласа кĕтсе илнĕ. 80 çул иртсен республика çыннисем Юрий Левитан диктор хыпарланине каллех илтсе савăнма пултараççĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6