Хисеплĕ ветерансем! Хаклă ентешсем!

Категория: Общество Опубликовано: 07.05.2025, 13:18 Просмотров: 231

Сире аслă та сăваплă уяв - Çĕнтерÿ кунĕ – ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатăп!

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ - çĕршывăмăр историйĕнчи тата пирĕнтен кашнин пурнăçĕнчи ыттисенчен уйрăлса тăракан кун. Вăл - астăвăм кунĕ. Мăнаçлăх кунĕ.Тав тумалли кун.

Эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене - фронтра çапăçнисене, тылра тăрăшнисене, çĕршывăмăр пуласлăхĕшĕн хăйсене хĕрхенмен çынсене - аса илетпĕр. Çĕре кĕнисен умĕнче пуç таятпăр. Пире мирлĕ тÿпе парнеленĕ ветерансене çĕре çити тайма пуç.

Чăваш халăхĕ Аслă Çĕнтерĕве пысăк тÿпе хывнă. Пирĕ н 200 пин ытла ентеш фронта тухса кайнă. Вĕсен ячĕсене яланлăхах асра хăварăпăр, çак астăвăма чĕрере упрăпăр. Паян пирĕн çĕршывшăн каллех ансат мар вăхăт. Пирĕн воинсем ятарлă çар операцине хутшăнаççĕ, Раççей интересĕсене хÿтĕлеççĕ, унăн хăрушсăрлăхĕн хуралĕнче тăраççĕ. Эпир вĕсен çирĕплĕхĕпе, паттăрлăхĕпе мăнаçланатпăр. Эпир юнашар - вĕсемпе тата вĕсен пĕтĕм республика тĕревне туякан çемйисемпе пĕрле.

Çĕнтерÿ кунĕ - иртнине асра тытни кăна мар. Çак кун - наци пĕрлĕхĕн, патриотизмăн тата ăрусен кăмăл-сипет çыхăнăвĕн символĕ. Пирĕн тĕрев тата никĕс, ăна пула малашлăха шанчăкпа пăхатпăр. Пирĕн тивĕç - çав вăрçă чăнлăхне упраса хăварасси. Унпа çыхăннă астăвăма ачасене, мăнуксене парасси. Йăлана кĕнĕ хаклăхсене, пирĕн халăха тата патшалăха тытса тăраканскерсене, упрасси.

Хаклă туссем!

Кашни килте ăшă, юрату пулччăр. Пирĕн тăван чăваш çĕрĕ çинче яланах мир пултăр. Сире сывлăх, телей, ыранхи куна çирĕп шанма сунатăп!

Çънтерÿ кунĕ ячĕпе! Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6