Муркаш округне кĕрекен Шомик ялĕн клубĕнче вырăнти ял çыннисем Украинăри ятарлă çар операцине хăй ирĕкĕпе хутшăнакан, взвод командирĕн тивĕçне пурнăçлакан Алексей Иваков ентешпе тĕл пулчĕç. Мероприятие Шомик ял клубĕн ертÿçи Валентина Алаевăпа Евгений Макаров йĕркелерĕç.
49 çулти Алексей Иваков ятарлă çар операцине 2023 çулхи авăн уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе тухса кайнă. Взвод командирĕн тивĕçне пурнăçлакан ентеш Донецк Республикинче Тăван çĕршыв интересĕсене хÿт ĕлет. Халĕ икĕ эрнелĕхе отпуска килнĕ. Çар тивĕçне чи малтанах Новая Земля утрав çинче пурнăçланă, Тинĕс-çар флочĕн аслă матросĕ пулнă. «Штурмовиксен «Сармат» батальонĕнчи Сергей Герасимов (вăл Станьялĕнчен) прапорщикпа ялан калаçатпăр, кунта килсе кайсаччĕ ентеш. Вăл 3-мĕш взводăн командирĕ, эпĕ – 4-мĕшĕн.
Икĕ хут амантăм. «Хастарлăхшăн», «Палăрнăшăн» тата «Ятарлă çар операцине хутшăн-нăшăн» медальсене тивĕçрĕм. Пирĕн «Сармат» батальонта чăвашсем Элĕк рен, Çĕрпÿрен, Канаш, Шупашкарпа Çĕнĕ Шу пашкар хулисенчен пур. Штаб начальникĕ те Çĕнĕ Шупашкартан, пачăшкă Роман атте Канашран. Çĕрпÿртре турă кĕтесĕ те хатĕрлерĕм. Батальон командирĕ: «Чăваш диаспори пухăнсах пырать», – тет шÿтлесе.
Çул çине 4 кун параççĕ, икĕ эрне отпуск... Пурне те хамăр алтса турăмăр, вăрман анчах пулса малтан. Халĕ кашни взводăн мунча, беседка пур. Уйăхра хулана пĕр хут машина пулать, список тăватпăр та мĕн кирлине илетпĕр. Холодильник пур, генератортан электричество килет. Кашни блиндажра 25-26 çын пурăнать. 3 штурм роти, çапăçура хÿтĕлесе пыракан взвод. Пĕтĕмпе 4 взвод. Манăн взводра 18 çын. Взвода АГСниксем, ПТУРщиксен расчечĕ, пулеметчиксем тата эвакуаци ушкăнĕ кĕрет. Пĕрле пурăнатпăр, штурмовиксене пулăшма каятпăр. Çанталăк хĕлле шутсăр япăх. Çумăрĕ те, юрĕ те çав вăхăтра çăвать. Витĕр шăнса пăрланса ларан. Çулла шăрăх – 40-45 градус. Эпир сахалтан та 12 кун ĕçлетпĕр, 45 кун таран та пулать. Тухсассăн 2-3 кун канма параççĕ. Унта мунча кĕретĕн. Хăш-пĕр чухне 2 эрне те канма пултаратăн. Ыран Самарăна чаçе çитмелле, унтан автобуспа каялла илсе каяççĕ», – терĕ Алексей Иваков хăйĕн сăмахĕнче. Унăн позывнойĕ «Çурçĕр». Вăл телефонпа Луганск Республикинче çапăçакан Эдуард Париковпа видеоçыхăнăва тухрĕ. Пирĕн ентеш пурне те гуманитари пулăшăвĕшĕн тав сăмахĕ каларĕ.
«Эпир Эдуард Париков валли укçа пухса «Булат» дрон-детектор туянса патăмăр. Илнĕ вăл ăна, питĕ савăннă. Отчет та ярса панăччĕ. Питĕ кирлĕ япала терĕ. Çавăн пек япалана Алексей Михайлович валли те туянас тесе укçа пуçтаракансем Михаил Бурмисов, Владимир Смирнов, Салампи Степанова, Нина Рябчикова, Евгений Макаров, Галина Вернова, Юрий Беляев пулчĕç. Çамрăксем те хутшăнчĕç. Юлнă укçана çул çине çитмешкĕн паратпăр», – терĕ Евгений Макаров. Унтан çĕнĕ дрон-детектора Алексей Ивакова парнелерĕ. Ярапайкассинче пурăнакан, пассажирсене турттаракан предприятире ĕçлекен Валентина Петрова 2022 çулхи çурла уйăхĕнченпе волонтерсен ĕçне хастар хутшăнать. «Эпир 9 хутчен гуманитари пулăшăвĕпе кайса килнĕ. Чи юлашкинчен «Шомиково» тесе çырнă, маскировка сеткисем чикнĕ михĕсем те пулчĕç. Пире Пошкар урамĕн кĕрÿшĕ кĕтме тухать, ятне те каламарĕ, савăннă. Эпир яланах мотострелоксен 72-мĕш бригадине çÿретпĕр. Шăпах Суджăна пăрăх витĕр тухнисем патне турттаратпăр. Мĕншĕн тесен пирĕн унта коллективра механик-водитель пулнă çын контракт çырса ĕçлет. Вăл Новочеркасскран Луганска салтаксене турттарать. Унталла та, каялла та. Иртнинче эпир икĕ машина «типĕ душ» салфеткисем илсе кайрăмăр. 3-мĕш хутĕнче Шомикран тетĕлсем илсе çитертĕмĕр. Çÿлтикассинчен те пире маскировка тетĕлсем çыхса пачĕç. Çÿлтикасси чиркĕвĕнчен пире окоп çуртисем туса пачĕç. Эпир хамăр укçапа 6 салтака контрактпа янă. Кашнине тÿрех 100-шер пин тенкĕ тÿленĕ. Контрактпа кайнă водителе уйăхне 50 пин тенкĕ тÿлесе тăратпăр. Пирĕн организацинчен пĕтĕмпе 4 млн тенкĕ панă. Иртнинче 38 дрон-камикадзе илсе кайса патăмăр. Хальхинче – дрон-разведчик», – терĕ те Валентина Петрова, Шомикри волонтерсене мотострелоксен 72-мĕш бригадин командирĕн Тав хутне парса чысларĕ. Парнесем татах та пулчĕç. Шомик шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Дарья Прокопьева ертсе пынипе ачасем салтаксене халалланă сăвăсем вуларĕç, салтаксем валли Алексей Ивакова çырусем пачĕç. Полина Кудряшова, Галина Кудряшова, Алевтина Рябинина, Галина Охотина салтаксем валли ятарласа парнесем хатĕрленĕ. Андрей Кудряшов хăйĕн сăввине вуласа пачĕ. Сергей Ильмендеров Алексея хисеплесе, ăна Çĕнтерÿ ялавĕ парнелерĕ. Ялав çине алă пуснисен шутĕнче çак йĕркесен авторĕ те пулчĕ. Алексей Иваков клуба «Сармат» батальонĕн ялавне парнелерĕ. «Эпĕ ăна 1 – 4 классенче вĕрентнĕ. Манăн хĕр ачапа пĕрле вĕреннĕ вăл. Унăн пĕрре те урок туманни пулман. Хăйĕн ирĕкĕпе Тăван çĕршыва сыхлама кайрĕ», – терĕ Вера Ильмендерова ăна лайăх çаврăнса килме сунса. Алексей Иваков гуманитари пулăшăвĕпе часах чаçе таврăнĕ.
Николай СМиРНОв. Атăльял.
Август 2026 |
