Ял урамне вăрçă ветеранĕн ятне пачĕç

Категория: Общество Опубликовано: 30.04.2025, 10:17 Просмотров: 34

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ çулсем историе инçерех те инçерех юлаççĕ. Анчах вăхăт тем чуль иртсен те çав хăрушă çулсен ахрăмĕ халăх асĕнчен тухмĕ. Хăрушă çулсем чылай хыçала юлчĕç пулин те, çав вăрçăпа çыхăннă пулăмсем пирĕн пурнăçа çĕнĕ вăйпа тухса пыраççĕ. Вĕсен шутĕнче: ачисемпе мăнукĕсем ашшĕ-аслашшĕсен вил тăприсене шыраса тупни, вĕсен юлашки çапăçăвĕсем пирки каланине тăван киле çитерни, аслă ăрурисен паттăрлăхне тивĕçлипе чыслани т. ыт. те. Çак пулăмсем çамрăк ăрусен куçне те шывлантараççĕ. Маларах каланин пĕр тĕслĕхĕ Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнине халалланă пĕр мероприятире пирĕн округра та пулса иртрĕ. Ăна Раççейри Çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне халалларĕç.

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Ильинка территори пайĕнче пурăнакансем Тренккăри çĕнĕ урама чыслă лару-тăрура Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕн, хаяр çапăçусенче икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр ордена тивĕçнĕ Ойкасра çуралса ÿснĕ Гаврил Волковăн ятне пачĕç. Ялшăн пĕлтерĕшлĕ уява халăх йышлă пухăннă. Савăнăçлă лару-тăрăва, кĕске сăмах каласа, паттăр ентешĕн ятне ку тăрăхра пурте пĕлнине палăртса, Ильинка территори пайĕн пуçлăхĕ Марина Соколова уçрĕ. «Çĕршыв ирĕклĕхне хăйсене шеллемесĕр хÿтĕленĕ кашни салтак уйрăм чыса тивĕç. Вĕсем хушшинче пирĕн ентеш те пурри тренккăсемшĕн уйрăмах паллă», - терĕ вăл чыслав мероприятине уçса.

Округ администрацийĕн пуçлăхĕн местителĕ, округ администрацийĕн ĕçĕсене тйĕркелесе пыракан Лилия Тарасова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Гаврил Васильевич çĕршыва юратни, унăн малашлăхĕшĕн тата ачисемпе мăнукĕсен пуласлăхĕшĕн ытлă-çитлĕ тăрăшни пирки каласа пачĕ. Лилия Юрьевна палăртнă

тăрăх, пирĕн округри ялсенче 40 урам Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен ячĕпе хисепленсе тăрать. Округ пуçлăхĕн заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан, вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова сăмахĕпе Муркаш енре çамрăксем валли вăрçă паттăрĕсен ятне упраса хăварассипе тĕллевлĕ ĕçлесе пыраççĕ. Нумай пулмасть акă Ярапайкассинчи вăтам шкула Совет Союзĕн Геройĕн И. Мешаковăн ятне панă.

- Паттăрсем эпир вĕсем пирки ас- тунă вăхăтра пурăнаççĕ. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн хаяр çапăçусенче пуç хунисен, хыпарсăр çухалнисен, фронтран таврăнса мирлĕ пурнăç тăвассишĕн ырми-канми ĕçленисен ачисемпе мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнукĕсем аслисен паттăрлăхне асра тытни фронтовиксем юн юхтарни ахаль пулманнине çирĕплетекен тĕслĕх, - терĕ Зоя Юрьевна.

Гаврил Васильевич Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта вĕреннĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан пирĕн ентеш Ярославкăри çар училищинче пĕлÿ пухнă. 1942 çулта 18 çулхи çамрăк офицер 3-мĕш Беларуç фронтĕнчи стрелоксен 215-мĕш дивизийĕн 707-мĕш полкĕнче взвод командирĕ пулса çапăçу хирне тухать. Çапăçусенче паттăр командира икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа наградăлаççĕ. 1944 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче взвод командирĕ 3-мĕш хут аманать. Ку хутĕнче – çурăм шăмминчен.

- Çăмăл марччĕ пирĕн аннене. Анчах вăл алă усман: ĕçрен те юлман, мăшăрне те пулăшнă, кил хуçалăх тытса тăнă, ачасем ÿстернĕ, – терĕ фронтовик хĕрĕ Людмила Иванова.

Тĕл пулура фронтовикăн ывăлĕпе хĕрĕ Василий Волковпа Людмила Иванова та, ятарлă çар операцине хутшăнакан мăнукĕ Юрий Иванов та ашшĕне-кукашшĕне çакăн пек чысланăшăн пурне те тав турĕç. Çĕнĕ урама Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн ятне панă чыслава Муркаш муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Александр Давыдовпа Михаил Бычков, сывлăш-çар авиацийĕн ветеранĕ Владимир Лукин, ЧР Обществăлла палата представителĕ Владимир Тяпкин, Ильинкăри вăтам шкул директорĕ Надежда Иванова хутшăнчĕç.

- Аттесемпе асаттесенчен тĕслĕх илсе эпир те çĕнтеретпĕрех, - терĕ кукашшĕне чыслама пухăннисене тав туса СВО участникĕ Юрий Иванов.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6