Муркаш кооператорĕсем - малтисен йышĕнче

Категория: Общество Опубликовано: 30.04.2025, 10:09 Просмотров: 27

Чăваш Республикинчи потребитель кооперацийĕн предприятийĕсемпе организацийĕсем хушшинчи республикăри экономика ăмăртăвĕн иртнĕ çулхи тăваттăмĕш кварталти ĕçне шута илнин пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Муркаш райповĕ пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле аталантарассипе - 1-мĕш вырăнта, çавăн пекех пĕрлехи ĕç-хĕлтен пĕрлехи тупăш 650 млн тенкĕ ытла тăвакан потребитель обществисем хушшинче - 1-мĕш вырăнта, халăхран сĕт туянассипе - 2-мĕш вырăнта, производствăна аталантарассипе - 3-мĕш вырăнта, çĕр улми туянассипе те кăтарту пысăк. Унсăр пуçне Муркаш кооператорĕсем иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх «Потребительское общество - лидер работы с личными подсобными хозяйствами Чувашпотребсоюза» республика конкурсĕнче - 2-мĕш вырăнта.

Мăн Сĕнтĕр райповĕ пĕрлехи ĕç-хĕлтен пĕрлехи тупăш 650 млн тенкĕрен сахалрах тăвакан потребитель обществисем хушшинче иртнĕ çулхи 4 квартал ĕçĕпе - 2-мĕш вырăнта, çавăн пекех услугăпа тивĕçтерессипе - 2-мĕш вырăнта, çĕр улми туянассипе - 1-мĕш вырăнта.

Республикăри экономика ăмăртăвне Чăваш Республикинчи потребитель кооперацийĕн предприятийĕсемпе организацийĕсем хушшинче ирттереççĕ, экономика, финанс кăтартăвĕсене шута илеççĕ.

Чăвашпотребсоюзăн пресс-служби.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6