Пенсие маларах тÿлеççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 30.04.2025, 09:58 Просмотров: 35

Май уявĕсем çитнĕрен пенсисемпе социаллă тÿлевсене маларах параççĕ. Социаллă фонд пĕлтернĕ тăрăх, май уйăхĕшĕн тивекен пенсие карттăсем çине апрелĕн 30-мĕш ĕччен куçараççĕ. Тÿлевсене пенсие майăн 4-мĕшĕнче илекенсене куçарса параççĕ. Майăн 6-мĕ шĕнчен пуçласа банксем урлă пенсие яланхи графикпа тÿлеççĕ. Сăмах пур тĕрлĕ пенси тата социаллă тÿлев пирки пырать. Пенси автоматла майпа куçать, пенсионерсен ку ыйтупа нимĕн тума та кирлĕ мар. Раççей почти урлă пенси илекенсем ăна унчченхи датăсенче илеççĕ. Почтальонсем пенсие майăн 5-мĕшĕнчен киле пырса пама пуçлаççĕ. Çак кунран пенсие почта уйрăмĕсенче те илме пулать. Почта урлă пенси валеçес ĕç майăн 25-мĕшĕччен пырать. Ыйтусем сиксе тухсан Социаллă фондăн республикăри уйрăмне 8-800-100-00-01 номерпе тÿлевсĕр шăнкăравлама юрать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6